06 мая 2015 г.
Редакцине нумай пулмасть хаçатăн обществăлла корреспонденчĕсенчен пĕри, Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан В. Селиванов ĕç ветеранĕ кĕчĕ. Вăл ялсенче паллă çынсене хисеплесе стендсем çукки пирки сăмах пуçарчĕ.
Патăрьел районĕнчен паллă çынсем _ поэтсемпе писательсем, ăсчахсем, спортсменсем... _ нумайăн тухнă. Çакăншăн савăнма та, мухтанма та пултаратпăр. Хăть ăçта кайсан та пуçа каçăртмалăх пур! Анчах хамăр тăрăхра ỹссе çитĕннĕ, район ятне çỹле çĕкленĕ çынсене çитĕнекен ăру паллать-и-ха? Хăш-пĕрне пĕлет пуль, пĕрех пурне те мар. Музейсенче чылайăшĕн пирки çырнисем те пур-тăр, куç умĕнче пулманран хутран-ситрен çеç курнипе ас туса юлаймастăн.
_ Çĕньялти шкулта "Ятлă çынна ял савать" ятпа стенд çакăнса тăрать. Унта çак ялта çуралса ỹснĕ техника тата биологи наукисен кандидачĕсен, Георги Хĕресĕн кавалерĕн, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсен тата ытти паллă çынсен сăн ỹкерчĕкĕсемпе тулли биографийĕсене вырнаçтарнă, _ терĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М. Мадюкова.
Çакăн пек стендсене тума çăмăл марри каламасăрах паллă, апла пулин те вĕсем кирлех! Ку вăл хамăр ялта çуралса ỹснĕ, тăрăшса вĕренсе, ĕçлесе ят-сум çĕнсе илнĕ çынсене хисеплени те, çав вăхăтрах ачасене воспитани пани те. Ман шухăшпа, вĕренекенĕн камран та пулин тĕслĕх илмеллех, кам пек те пулин пулмашкăн тăрăшмаллах. Унччен шкулта ăс пухакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă Олег Кошевой, Александр Матросов, Зоя Космодемьянская тата ыттисем пек пулма ĕмĕтленнĕ пулсан, паян вĕсем пирки пĕлекен те сахал. Çавăнпа та çитĕнекен ăру ентешсенчен тĕслĕх илтĕр.
Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" кооператив правленийĕнче вара "Хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илнисене те чысласа хисеп хăми тунă. Кун пеккине эпĕ сайра курнă. Çакă çĕр çинче вăй хуракана сума сунине, ял хуçалăх предприятийĕнчи профессисем пурте чыслине кăтартать. Стенд хатĕрлесси _ яваплă та пархатарлă ĕç. Ăна тăвассишĕн пурте пĕрле кар тăрса тăрăшмалла. Хисеп хăми шăпах шкулта пулмалла тесе те калас килмест. Вăл культура çуртĕнче çакăнса тăрсан та аван, мĕншĕн тесен кунта килен-каян ытларах. Ялти сумлă çынсене кашнийĕ курса тăтăр, пĕлтĕр, мухтантăр!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)