Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă

30 апреля 2015 г.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче фашистла Германи Совет Союзне тапăнса кĕрсен чăваш халăхĕ те çĕнтерỹшĕн ырми-канми ĕçленĕ. Йывăр вăхăтра та нихăçан та ĕненĕве çухатман.

Первомайски районне кĕнĕ Именкасси ялĕнчен 68 вăй питти арçын каялла таврăнман, вăл шутран Татюк аппан мăшăрĕ _ А. Хромов.

Татюк аппа Именкассинче, 8 ачаллă çемьере çуралнă. Ашшĕ, Трофим Николаевич Волков, хуçалăха çирĕп тытнă. Вăл лашасем, ĕне усранă. Йăх тăсаканĕсене те пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă. Кĕркунне, тыр-пул пуçтарса кĕртсен, вăй питти ачисене çынсем патне тырă çапма янă, хăйсенне вара хĕлле çеç тунă. Кил хуçи хăмасем сутма Тутар Республикинчи Пăвана çỹренĕ. Канлĕх мĕн иккенне пĕлмен Т. Волков.

Татюк аппа çемьере улттăмĕш ача пулнă. Çитĕнсе çитсен вăл ял каччинех, Энтрюш Хромова качча тухнă. Мăшăр пĕчĕкрех çурт туянса тĕп килтен уйрăлса тухать. Çак çул колхозра та тырă вăйлă пулать. Ĕçленĕшĕн çамрăксем 80 пăт тырă илнĕ. Вĕсем тепĕр çул та тухăç аван тухсан çĕнĕ пỹрт лартма ĕмĕтленнĕ. Анчах шухăшланисене вăрçă татать.

Мĕн ĕлĕкех ака вĕçленсен пурте пĕрле пухăнса акатуйра савăннă. Уяв хыççăн тепĕр куннех Энтрюша Первомайскинчи çар комиссариатĕнчен вăрçа илсе каяççĕ. Татюк аппа икĕ ачипе тăрса юлать, виççĕмĕшĕ _ Клавди _ каярах çуралать.

_ Татюк, паянхи политикăпа пыр. Колхозра тăрăшса ĕçле, ыттисене те явăçтар. Тыр-пул нумай туса илсен вăрçăрисене валли те çиме çăкăр пулĕ, _ тенĕ мăшăрĕ. Хĕрарăм упăшки каланă сăмахсене асра тытнă. Кăшт вăхăт иртсен ăна кантăр туса илекен бригадăн звеньевойне лартаççĕ. Халăха кашни кун ĕçе хăваламаллине пула тата ачисем пĕчĕккипе вĕсене пăхма Тăрăнти инкĕшĕн чирлĕрех хĕрне илсе килет. Йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнăранах икĕ ĕне усранă, сĕтне патшалăха панă.

1944 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче Татюк аппа мăшăрĕнчен çыру илнĕ, унта: "Эпир вăрçă вучахĕнче çунатпăр, паян апат çиме те вăхăт çук. Татюк, патшалăха сĕт кăна мар, çăмарта, çу, какай та май пур таран пар. Халь патшалăха та çăмăл мар, халăха çакăн пирки ăнлантар", _ тенĕ. Çакăн хыççăн хĕрарăм пĕрле вăй хуракансене тата ытларах ĕçлеме хистенĕ.

Т. Хромова вăрçăран мăшăрне кĕтсе илеймен, анчах çĕнтерĕве çывхартассишĕн сахал мар тар тăкнă. Тăрăшулăхне кура наградăсем те илме тивĕçнĕ.

В. СЕЛИВАНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика