25 апреля 2015 г.
Пирĕн обществăра кирек мĕнле пысăк ĕçе те халăхпа пĕрле пуçтарăнса канашланă. Яваплă тапхăрсене тухиччен те коллективлă хуçалăхсенче, бригадăсенче пухусем ирттернĕ. Бригадăсенче пĕрле пуçтарăнса тунă йышăнусене тата ытти ыйтусене уполномоченнăйсен канашлăвĕнче çирĕплетнĕ. Вăл колхозниксемшĕн вырăнти саккун пулса тăнă. Çакăнта йышăннисене пăсакансене явап тыттарнă. Колхозсем саланнă хыççăн ял халăхĕн пурнан пурнăçри ыйтăвĕсене татса пама ял тăрăхĕ йĕркелекен граждансен пухăвĕ çеç тăрса юлчĕ.
Пĕр илемлĕ, ăшă, хĕвеллĕ кун Кĕçĕн Арапуçĕнчи клуба халăх пуçтарăнчĕ. Пухăва йыхравланисем пурте тенĕ пекех килнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ 5 ыйту та пурнăçа кĕртмеллисем. Анчах та районтан представительсем килменнипе иккĕшне пăрахăçлама тиврĕ. Çынсем уйрăмах участокри полицин отчетне питĕ итлесшĕнччĕ, хăйĕнпе паллашасшăнччĕ. Пулмарĕ...
Тепĕр самант. Сасăланă йышăнусене мĕнле пурнăçланине, мĕншĕн нимĕн те туманнине тепĕр канашлура пурне те ăнлантарса памалла. Çакăн пек йĕрке пулсан çеç çынсем пухăва килеççĕ, унăн пĕлтерĕшĕ те ỹсет. 10-12ĕн хутшăннă мероприятинче мĕн калаçнине пăрахăçлама та пултараççĕ. Пур ыйтăва пĕрле татса панин те тухăçĕ çук, ку вăл _ улахри калаçу кăна. "Халăх сурать _ кỹлĕ пулать", тенине манас марччĕ.
В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеран
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)