22 апреля 2015 г.
КĔÇĔН Арапуçĕнче пурнăç илемлĕ те кăсăклă, тату та хисеплĕ ирттĕр тесе тăрăшакан уйрăм хастарсем пĕрре-иккĕ çеç мар. Нумай пулмасть çак ялти аялти касра (Совет урамĕ) пурăнакан Н. Казначеевпа А. Зуев пуçарăвĕпе никама та чăрмантарман лаштра йăмра айне ларса канмалли питĕ хăтлă хỹшĕ туса хунă. Чылай чухне çак урамсем ака-суха тата ытти ĕçсенче те нимелле тăрăшма кăмăллаççĕ. Апла пулсан ĕçлесе ывăннă хыççăн ватти-вĕтти çавра сĕтел тавра пуçтарăнма та питĕ меллĕ.
Сăмах май каласан, аялти кассем хăйсен урамне тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе те тăтăшах çапла кар тăраççĕ-мĕн. Çапла пулмалла та ĕнтĕ, унсăрăн эпир пурăнакан вырăна камăн килсе хăтлăх кỹмелле-ха?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)