18 марта 2015 г.
Кĕçĕн Арапуç каччин кун-çулĕ ытти çамрăксенни пекех иртнĕ. 7 класс хыççăн вăл Первомайскинчи вăтам шкула кайнă. Хыр вăрманĕпе утнă çĕрте утса чупнă çĕрте чупса уроксене ĕлкĕрнĕ. Кĕркунне кросс дистанцийĕсенче, хĕлле йĕлтĕрпе чупса мала тухнă. Ăна çакăншăн С. Волков физкультура учителĕ ботинкăллă йĕлтĕр те парса хавхалантарнă. Виталий епле савăнман пуль уншăн! Çар ретне тăрсан та йĕлтĕр спортне пăрахман вăл. Раççей шайĕнчи чылай пысăк ăмăртусенче çĕршыври паллă йĕлтĕрçĕсемпе тупăшнă, спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçланă. Ăна пурнăç сукмакĕ тăван ялах тавăрнă. Çамрăксем хушшинче спорт ăмăртăвĕсене йĕркеленĕ. Районти, республикăри тупăшусенче чемпион ячĕсене çĕнсе илнĕ. Анчах Виталий Ивановичăн кун-çулĕ кĕске пулнă. Хăй пурăннă чухне вăл йĕлтĕрçĕсен эстафетăллă ăмăртăвне йĕркелесе янă. Çак ырă йăлана халĕ ачисем малалла тăсаççĕ. Кăçалхипе вăл 29-мĕш хут пулчĕ.
Старт йĕрĕ çине малтанах 1-2 классенче вĕренекенсем тăчĕç. 500 метра Д. Никитина (Нăрваш Шăхаль) чи малтан шуса тухрĕ. Арçын ачасенчен чи пултарулли К. Пятаков пулчĕ. 3-4 классенче вĕренекенсенчен А. Антоновпа Т. Юрмина (Нăрваш Шăхаль) палăрчĕç. 5-7 классенчен хĕрĕхе яхăн ача ăмăртрĕ. Йĕлтĕр спорчĕн "коньки" ходне пĕлмелле пулчĕ вĕсен. Арçын ачасенчен Турханти О. Вавилова çитекенни пулмарĕ. Хĕрачасенчен К. Чемерова (Хирти Пикшик) мала тухрĕ.
Малалла эстафета ăмăртăвĕсем пулчĕç. Хĕрачасен 9 команди тăчĕ. Тĕп пĕлỹ паракан шкулсенчен пĕрремĕш вырăна Аслă Чеменсем, иккĕмĕшне Первомайскисем, виççĕмĕшне Нăрваш Шăхальсем тухрĕç.
Вăтам шкулсен 8 команди ăмăртрĕ. Вĕсем 6 этаппа чупрĕç. Çĕнтерỹçĕсем малтанхи евĕрех пулчĕç.
5 ял тăрăхĕн тата В. Маркиданов ачисен командин эстафети те интереслĕ иртрĕ. Стартран хускалсанах Виталий Ивановичăн аслă ывăлĕ, спорт мастерĕ Владимир, унăн йăмăкĕ Людмила, Иван, тĕнче класлă спорт мастерĕ Татьяна тата спорт мастерĕ Евгений мала тухасси паллă пулчĕ. Ял тăрăхĕсен командисенчен Аслă Чеменсем палăрчĕç.
Юлашкинчен старта йĕлтĕр-çĕ-ветерансем тухрĕç. Шăхачри Н. Васильев чи малтан кĕчĕ. Хĕрарăмсенчен Нăрваш Шăхалĕнчи М. Николаева палăрчĕ.
Мала тухнисем пурте асăнмалăх парнесемлĕ пулчĕç.
В. БОРОДКИН, спорт ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)