Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вунсаккăрта авланнă, кайран алла пăшал тытнă

04 марта 2015 г.

Хирти Пикшикре çуралса ỹснĕ Зиатдин Чинкина шăпа сăпкара çеç сиктермен. Пурнăçăн хурипе шуррине уйăрса иличченех вăл çурма тăлăх тăрса юлнă: пĕчĕк шăллĕпе виçĕ çултах амăшне çухатнă.

Чĕрĕ çыннăн суранне вăхăт сиплет теççĕ. Ашшĕ тепĕр хутчен çемье çавăрнă, йыш та хушнă... Вăрçăчченхи выçăллă-тутăллă вăхăтсене Зиатдин абый чăн çĕре куçиччен те сахал мар аса илнĕ: уринче аслашшĕ ăсталанă çăпата, тăла чăлха, çире унтан-кунтан саплăк лартнă тумтир... Нумайччен çакнашкал çи-пуçпа çỹреме тивнĕ арçын ачан. Апла пулин те ун чухнех ăслă-тăнлă çын пулма ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллевпех вăл вăрçă пуçланнă çул шăлне çыртса тенĕ пек тăрăшсах вăтам шкултан вĕренсе тухнă, тỹрех колхоз ĕçне явăçнă. Анчах та çанă тавăрса тăрăшма пỹрмен каччăна. 1942 çулхи август уйăхĕнче фронта кайма ят тухнă. Тин çеç пĕрлешнĕ мăшăрĕпе сывпуллашса вун саккăрти çемье пуçĕ тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕлеме çар ретне тăнă, алла пăшал тытнă...

Хăй аса илсе каласа панă тăрăх, салтак пурнăçĕ унăн Курск пĕккинчи хаяр çапăçуран пуçланнă. Çавăнпа та 1943 çулхи июнь уйăхне аксакал мĕн виличчен те манман. Вĕсен экипажĕ 23-мĕш танк дивизине кĕнĕ. Тăватă çынтан тăнă ушкăн: танк командирĕ, водитель-механик, стрелок-радист тата башня командирĕ (З. Чинкин пулнă). Июнĕн 7-мĕшĕнче вĕсене ирпе-ирех тăшмана тапăнса кĕмелли приказ пулать. Тăшман танкĕсем сĕмсĕррĕн малалла, вĕсене хирĕç шунă. Йĕри-тавра снаряд çурăлнă, пульăсем шăхăра-шăхăра иртнĕ... Вăрçă хирĕ кĕрлесе çеç тăнă. Çакнашкал лару-тăрура никам та чĕрĕ юласси пирки шутлама та пултарайман. Акă, сасартăк Зиатдин абыйсен танкне те вут хыпса илнĕ. Умра _ пурнăçпа вилĕм юнашарах! Мĕн тумалла? Командир пурне те хурçă "утран" тухса сикме хушнă. Тутар салтакĕ хыпаланнипе малтан хăй шăпи пирки те шутламан, тỹрех ыттисене тухма пулăшнă. Тăшман çине шăл хăйранă вăхăтра пуçĕнчен аманнине туйман, мĕскĕн. Кайран çеç вăйĕ пĕт-нĕрен, танкран сикнĕ хыççăнах тăнне çухатнă салтак... Хăçанччен выртнă-ши вăл çапăçу хирĕнче? Юлашкинчен ăна ытти аманнисемпе пĕрле госпитале илсе кайнă. Кунти çул çинче те вилĕмрен çăлăнса юлнă вăл. Кĕпепе çуралнă тейĕнех çав... Вĕсен умĕнче пыракан поездри салтаксене тĕпĕ-йĕрĕпе сирпĕтнĕ. Пĕр чĕрĕ çын та юлман.

Виçĕ уйăх госпитальте сипленнĕ хыççăн ăна Курск хулинчи авиаци чаçне вĕренме яраççĕ. Каярахпа вара мастер-электротехника Барановичири фронт штабне "ЛАВ" çар истребителĕсене юсама шанаççĕ. Вĕсен эскадрилйи вăрçă çулĕпе Белоруссие, Польшăна, Германие те çитнĕ. 1945 çулхи майăн 23-мĕшĕнче вара Берлина кĕнĕ. З. Чинкин темиçе кун пурăннă хыççăн кунтанах киле, çемьене таврăннă. Анчах шăпа ăна пурпĕрех тăван ялта тĕпленсе, лăпланса пурăнма май памасть. Пĕр уйăхранах Зиатдина çĕнĕрен çар комиссариатне чĕнтереççĕ, каллех Германие совет самолечĕсене пăхса, тирпейлесе тăма яраççĕ. 1950 çулчченех пулать вăл нимĕçсен çĕршывĕнче.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче вара малтан колхозра ĕçленĕ. Каярахпа вара педагог пулас шутпа Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Вырăс чĕлхипе литература учителĕ пуçласа Еншикре, Ыхра Çырминче ачасене вĕрентнĕ, 1968 çултанпа вара тăван ялта хăйĕн професси ăсталăхне туптанă. Унăн вĕренекенĕсемпе пĕрле ĕçленĕ учительсем Зиатдин Низамовича паян та ырă та ăшă сăмахсемпе çеç аса илеççĕ.

З. ХАМДЕЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика