25 февраля 2015 г.
Шейдулла Минетуллович Куманьков Хирти Пикшикре 1924 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ унăн ыттисен евĕрех иртнĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн малалла та пĕлỹ пухас ĕмĕчĕ пулнă çамрăкăн. Тĕллевне пурнăçлас тесе каччă Патăрьел педучилищине çул тытнă. Аслă пиччĕшĕ Минулла та çакăнтах вĕреннĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисен шухăшне хирĕçлемен. Пурнăçĕ йывăр пулин те ывăлĕсене май килнĕ таран вĕрентме, пулăшма тăрăшнă. Виçĕ çултан 17-ри Шейдулла алла учитель дипломне илнĕ. Мĕн тери пысăк савăнăç-çке! Анчах малашнехи ĕмĕтне пурнăçлама вăрçă татнă.
Шейдулла Минетуллович пуçламăш кунранах алла хĕç-пăшал тытас шухăшлă пулнă. Районти çар комиссариатне те кайса пăхнă. 18 çул тултарманран унăн ыйтăвне хирĕçленĕ. 1942 çулхи июнь уйăхĕччен каччăна Тутар Сăкăт шкулĕнче учительте ĕçлеме тивнĕ.
"Фронта кайиччен çар училищинче вĕрентĕм, _ аса илетчĕ пурăннă чухне Ш. Куманьков._ 18-мĕш дивизине, Урала ячĕç. Артиллери полкĕпе Ленинград фронтне çитрĕм. Унти çапăçусене хутшăнтăм. Хулана хỹтĕленĕ чухне çар техникине тĕплĕн алла илсе çапăçăва кĕтĕмĕр. Манпа юнашар вырăсĕ те, украинецĕ те, белоруçĕ те, грузинĕ те, тутарĕ те, чăвашĕ те, узбекĕ те пурччĕ. Пурте сывă тухаймарĕç çав унтан".
Нумай чĕлхе пĕлнĕрен Ш. Куманькова, ыттисене çар техникине вĕрентме явăçтарнă. Кун пирки фронт хаçачĕсенче те пĕрре мар çырнă.
Артиллериста математика тата тригонометри предмечĕсене пĕлни те кирлĕ. Вăл тĕл пеме пулăшать. Çак ăсталăх та пулнă Шейдулла Минетулловичра.
Ленинград çывăхĕнчен тăшмана тасатнă хыççăн унăн чаçĕ Пскова çитнĕ. Çул Карелине выртнă. 1944 çулхи çулла вара салтаксем Выборг хулине ирĕке кăларнă.
Шейдулла Минетуллович вăр-çа Германинче вĕçленĕ, çĕнтерĕве Рюген утравĕ çинче кĕтсе илнĕ. Паттăра "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн", "Германие ирĕке кăларнăшăн", "Çарти паттăрлăхшăн", юбилей медалĕсемпе наградăланă. "Ĕç ветеранĕ" медаль те пур унăн.
Яла Шейдулла Минетуллович 1945 çулхи октябрьте таврăнать. Пĕр канмасăрах 7 класлă шкулта историпе тата географипе вĕрентме сĕнеççĕ. Çакăнта фронтовик тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хурать. Урокĕсем Ш. Куманьковăн интереслĕ иртнĕ. Темăна ăнлантарнă чухне вăл ачасене çавăнти вырăна илсе çитернĕнех туйăннă. Класс ертỹçи вара çирĕп ыйтнă. Çавăнпа ача сăлтавсăр урока сиктересси пулман.
Обществăлла ĕçре те хастар ертсе пынă Шейдулла Минетуллович. Чылай çул шкулти парти организацийĕн секретарĕ, "Герой" колхозăн пропагандисчĕ пулнă. Ял халăхĕ умĕнче тухса калаçнă.
Паян пирĕнпе юнашар пулмасан та унăн ырă ĕçĕ манăçмасть.
З. ХАМДЕЕВА, вăтам шкул вĕрентекенĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)