25 февраля 2015 г.
ПУРНĂÇРА сиксе тухакан инкек-синкекпе пăтăрмах чылай чухне хамăр яваплăхранах килет. Енчен те Хирти Пикшикре пурăнакан çак хусах симĕс наркăмăш серепине çакланса пуçне çухатман пулсан, пурнăçĕ те утмăл çултах вăхăтсăр татăлмĕччĕ. Çак кунхине те Хасянов кунĕпех ỹсĕр пулнă, пỹртне ăшăтас тĕллевпе арçын электрокăмакине розеткăна чикнĕ те хăй юнашарти кравать çинче çывăрса кайнă. Тарăн ыйха путнăскер, витĕннĕ утиялĕ ỹксе кăмакине лексе ĕннине те, çав вăхăтрах хăйĕн ỹчĕ пиçсе кайнине те сисмен апăрша. Кỹрши-арши инкеке вăхăтра асăрханăран пушара алхасмах паман, шар курнă çынна та çийĕнчех васкавлă пулăшу машинипе больницăна çитернĕ. Анчах шел, тухтăрсем унăн сывлăхĕшĕн тăрăшни те кăлăхах пулнă, суранне чăтаймасăр арçын ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Çăварни кунхине районта каллех тепĕр пушар пулнă, Çĕньялти Савельевсен мунчи çунса кайнă. Ку таранччен пирĕн тăрăхра пушарниксен вунă хутчен те вут-çулăмпа куçа-куçăн кĕрешме тивнĕ! Иртнĕ çулхипе танлаштарсан инкексен шучĕ пилĕк хут нумайрах!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)