07 февраля 2015 г.
Кашни учитель умĕнчех ачасен предмет патне çуралакан интересĕсене класс тулашĕнчи мероприятисем урлă çыхăнтарасси малта тăрать. Çавăнпа та эпир шкулта нумайранпа математика тата информатика эрнине ирттерессине йăлана кĕртнĕ.
Кăçалхин чĕнĕвĕ çапларах пулчĕ: "Выляса вĕренмелли тата вĕренсе вылямалли задача ансатах мар. Вĕренỹ чун илĕртмĕшĕ пулсан кашни çĕнĕлĕх уявах çаврăнать".
Мероприятие Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекенсем Литература çулталăкне халалларĕç.
Ăна хатĕрленсе ирттерес ĕçре Ф. Чернова, М. Клементьева, Ш. Земдиханов, Г. Алимова предметниксем хастар тăрăшрĕç.
Малтанхи кун писательсемпе поэтсем математикăпа информатика çинчен каланă ăслă йĕркесене аса илчĕç. Цитатăсен конкурсĕ иртрĕ. 5-8 классенче вĕренекенсем "Лайăх тетрадь" тупăшăва тухрĕç. Р. Хуснетдинова, А. Филиппова, И. Субханкуллов, Е. Чернов, А. Даутова палăрчĕç унта. 9-11 классем буклетсем хатĕрлерĕç.
Эрне тăршшĕпех информатикăпа математика урокĕсенче презентацисем пулчĕç тата ытти те. Интеллектуаллă марафонра 5-8 классенчи "Альфа" тата "Бетта" тупăшрĕç. "Математика тата Литература" викторинăра А. Сабиров мала тухрĕ.
З. ЗЕМДИХАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)