Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирти Пикшиксемшĕн Литература çулталăкĕ старт илнĕ

07 февраля 2015 г.

ÇАК кунсенче районти чылай ял тăрăхĕнче Литература тата Константин Иванов çулталăкне чыслă лару-тăрура уçрĕç. Ку тĕлĕшпе Хирти Пикшикри Культура çуртĕнче те çак уява ял халăхĕпе паллă тунă. Культура "вучахне" пухăннисене клуб заведующийĕ Н. Вахитов асра юлакан çулталăк ячĕпе саламланă хыççăн Зульфия Вахитова ялти хисеплĕ калем ăсти, драматург, поэт-публицист Фетхи Бурнаш творчествипе паллаштарнă, ытти паллă çыравçăсен пултарулăхне те пахаланă. Уяв кунпа çеç вĕçленман. Хăйĕн пысăк пуçарулăхĕпе тата хастарлăхĕпе ялти мечĕтсенчен пĕрне ĕçлеттерсе яма пултарнă Рефис Купкенов юратнă амăшне, Нурлижихан аппана (йывăр тăпри çăмăл пултăр) хисеп туса халăха савăнтарма Тутар Республикинчи Фирдус Тямаев сăвăç-юрăç ăстин ушкăнне илсе килнĕ. Çын кăмăлне тупма нумай кирлĕ-им?

Сăмах май каласан, çак кунхинех Купкеновсен тепĕр ывăлĕ _ Рифкать Энверович Литература çулталăкне уçнă ятпа Шăнкăртамсене те Хусантан çитнĕ çак артистсен концерт программипех савăнтарнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика