31 января 2015 г.
Кĕçĕн Арапуç ялĕн кăнтăр енче _ Пăла, хĕвел анăçра _ Шурутка юхан шывĕсем тата лăсăллă вăрман вырнаçнă. Çулла кунта уйрăмах питĕ илемлĕ. Эпир çамрăк чухне çав çырмасенче шыва кĕнĕ, вăрмана аннесемпе пĕрле çырла-кăмпа татма çỹренĕ. Хĕллехи вăхăтра сунарçăсем мулкач хăвалама та илсе каятчĕç. Вăрман çулталăкăн хăш вăхăтĕнче те кĕрлесе çеç тăратчĕ.
Шкулта вĕреннĕ чухне каникулта класĕпех колхозра вăй хураттăмăр. Ваттисемпе пĕрле çум курăк çумлама, коксагыз вăррине пуçтарма çỹренĕ тата ытти ĕçсене те пурнăçланă. Вырма вăхăтĕнче лашасемпе йĕтемре пăрçа аштарнă. Хĕрсем ашăм хĕррине тирпейленĕ. Çамрăксен сасси кĕрлесе çеç тăнă.
Каçхине яш-кĕрĕм вăййа тухнă, урамра ларнă. Çимĕкрен пуçласа Питравччен ял çумĕнчи вăрман варринчи аслă уçланкăра 5 ял çамрăкĕсем пĕрле пуçтарăннă, 5 вăйçă купăс каласа вăйă юррисене юрлаттарнă, ташлаттарнă. Çакăнта йĕкĕтсемпе пикесем пĕр-пĕринпе паллашнă.
Çимĕкре яла инçетрисем те килнĕ, çамрăк мăшăрсем яланах кăпăклă сăрапа сăйланă.
Ĕлĕк ĕççи тапхăрĕнче çанталăк çав тери шăрăх тăратчĕ, апла пулин те тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртнĕ. Хĕвел хĕртсе пăхнă чухне хĕрсем кĕлте çыххисем тăватчĕç те шывра шỹтеретчĕç. Каçпа вара хире илсе кайнă. Кăнтăрла тырра жнейкăпа вырнă, сулхăнлатсан пикесем ялтан уя юрласа тухса каятчĕç. Çĕрле кĕлте çы-хатчĕç. Ирхине, кĕтỹ кайнă чухне татах вĕсен çепĕç сасси янăратчĕ. Чăннипех те чуна тыткăнлакан савăнăçлă вăхăтсем пулнă.
Вăрçă хыççăнхи пурнăçа ытлă-çитлĕ тееймĕн, çапах та пĕр-пĕринпе килĕштерсе, хисеплесе пурăннă. Хуйхи-суйхине яланах пĕрле пайланă. Коллективлă хуçалăх пĕтĕм халăха пĕрлештерсе тăнă. Пирĕн пысăках мар ялта уй-хирте ĕçлекен виçĕ бригада, сỹс-кантăр туса илекенни пĕрре пулнă. Кашни каç 60 çамрăк хĕр кĕлте çыхма тухнă. Паян вĕсем ватăлнă, тивĕçлĕ канăва тухнă, çапах та тав сăмахĕ калас килет.
Ял аталаннă май çамрăксем мăшăрланнă, чылайăшĕ тĕп килтен уйрăлса тухса хăйсем хуçалăхпа пурăнасшăн пулнă. Анчах ун чухне çĕр уйăрса паман, çавăнпах нумайăшĕ тăванĕсемпе сыв пуллашса Çĕпĕре, Казахстана, Оренбург облаçне, Красноярск тăрăхне йĕрсе тухса кайнă. Паян вара ялта пушă çуртсем, усă курман лаптăксем çителĕклех. Çĕре уйăрса панă чухне "пултаруллисене" хăйсене килĕшекен вырăна панăран участоксем хушшинче мăян-пиçен ашкăрма пуçларĕ. Çак сăлтава пулах саплăклă пайсене хуçалăх ертỹçисем те илесшĕн мар, мĕншĕн тесен вĕсенче ĕçлеме май çук.
Халь ялта яш-кĕрĕм сахал. Тивĕçекен çĕр пайĕсенче те аслă çултисем ытларах нушаланаççĕ. Пурнăçа пĕр пенсипе кăна тытса пыма йывăртарах-çке...
"Авангард" редакцийĕн корреспонденчĕсем хаçатра вăл е ку ялта миçе çурт хупăнни пирки çырнă статьясене вуласан та шухăша каятăп. Республикăра та çавах. Сăмахран, Куславкка районĕнчи Карач ял тăрăх ертỹçи каласа панă тăрăх, кунти вăтам шкулта унччен 600 ытла ача вĕреннĕ, паян вара 118ăн ăс пухаççĕ. 531 кил хуçалăх пулнă, 2583-ĕн пурăннă. Халь _ 436 хуçалăх, пушă çурт _ 107, 900 çынна яхăн чакнă. Малалла та çаплах пулсан ăçта çитетпĕр? Çĕр-аннемĕре кам акса-лартĕ-ши?
В. СЕЛИВАНОВ, районти аграри союзĕн членĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)