Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕншĕн тырă патшалăха кĕмест?

28 января 2015 г.

 Пасар реформинче ырра шанманни уйрăмах хуçаланма пуçларĕ. Вăхăтĕнче кĕр! кĕрлесе тăнă хуçалăхсем пĕтрĕç, саланчĕç. Ял çыннисем те кашнине çĕр пайĕ уйăрса панипе кăмăллах мар. Мĕншĕн тесен акма-лартма пурин те техника та çук, вăйĕ те сахалрах. Çавăн пекех çĕрпе ĕçлеме пĕлĕвĕ те кирлĕ. Çак сăлтавсене пулах ĕнтĕ пирĕн тăрăхра çĕр ĕç культурин пахалăхĕ, кашни гектартан тухăç илесси чакрĕ.

Акса-лартса тăракан лаптăксем тавра çум курăксем çитĕнеççĕ, вăррисене çитес çул валли сапаççĕ. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртменни çапла нушалантарать. Ку хыт хурасене Вăрнарти "Август" фирма кăларакан хими хутăшĕсем те çĕнтереймеççĕ пуль. Кĕçĕн Арапуç çывăхĕнчи вăрман çумĕнче ашкăракан мăянсемпе пиçенсем чун-чĕререн тарăхтарса çитерчĕç. "Рассвет" колхоз вăхăтĕнче çакăнта выльăх валли утă çулса пуçтарса илнĕ.

Хаçат вулаканĕсене пĕр тĕслĕхпе паллаштарас килет. "Герой" колхоз 5 яла пĕрлештерсе тăнă. Кашни лаптăкпа туллин усă курнă. Телефон юписем тавра та пушă çĕр хăварман. Çак пысăк хуçалăхра (ертỹçи Ф. Медведев пулнă) ĕне-выльăх, сыснасем, лашасем, чăх-чĕп, хурсем усранă. Вĕсен умĕнчен апат татман, рацион та пуян пулнă. Сĕте, аш-какая нумай туса илнĕрен патшалăха планран ирттерсе сутнă. Тырă та çуллен 4700 центнертан кая паман.

Вăрлăхлăх выльăх кăшманĕ 50 гектар лартнă. Именкасси бригади (З. Шарафутдинов бригадир пулнă) тухăç гектартан 26 центнер илнĕ. Паян "Герой" колхоз пĕрлештерсе тăнă ялсенчи фермерсем хушшинче патшалăха тырă сутакан пур-и? Çук.

Вăрнарсенчен те тĕслĕх илме пултаратпăр. "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" агрохолдинг 450 гектар куккурус акнă, пĕр гектартан тĕшшине 50-60 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Çакă пĕрчĕллĕ культура тухăçĕнчен 2-3 хут нумайрах вĕт! Туса илнĕ продукципе кунта сыснасем тата ĕне-выльăх самăртнă çĕрте усă кураççĕ.

Мĕншĕн паян çăкăр, булка, батон хаклă? Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра районĕпе те тырă сутакан хуçалăх çук. Çав вăхăтрах Раççей ют çĕр-шывсенчен апат-çимĕç продукцийĕ туянма чылай укçа-тенкĕ уйăрать. Китайра пурăнакан халăх, пирĕннипе танлаштарсан, 10 хут нумайрах. Китаецсем хăйсене хăйсем тăрантарса пурăнаççĕ, ют патшалăха та продукци сутаççĕ. Унти экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх, эпир тăрăшса ĕçлесен тĕнчене тăрантарма пултаратпăр.

Мĕн чарать-ха пире малалла аталанма? Уйрăмах ял хуçалăхне ура çине тăратма тата хамăр туса илнĕ продукцине сутма? Ман шутпа, ертỹçĕсен яваплăхĕ, пуçарулăхĕ çуккинче, мĕн пуррипе лăпланса ларнинче, мал шухăшлă пулманнинче, ĕçе хăй еккипе янинче. Ман шутпа ячĕшĕн çеç акакан е пушă вырттаракан çĕрсен хуçисен пайĕсене халăхпа килĕшсе татăлса районта малта пыракан "Исток", "Батыревский", "Звезда", "Красное знамя", "Труд", "Малалла" хуçалăхсене памалла. Çемье, фермер хуçалăхĕсем пире тăрантараймаççĕ, çĕр пайĕн хуçисемпе те йĕркеллĕ татăлаймаççĕ.

Апат-çимĕç продукцийĕсен хакĕсене чакарас шутпа пурăнатпăр пулсан агрохолдингсем ĕçлесе кайни кирлĕ. Патшалăх паракан пулăшу укçи вак-тĕвеккĕн саланасси те пĕтĕ.

Ял хуçалăх предприятисенче ĕçе хутшăнакансем сахалланни шухăшлаттарать. Чăнах та, халь халăх ĕлĕкхи пек пит тар тăкасшăнах мар. Техника кăларакан заводсем ял ватăлса пынине кура хăватлă тракторсемпе комбайнсем хатĕрлеме пуçларĕç. "Россельмаш" выльăх-чĕрлĕх апачĕ янтăлакан хăватлă комбайн кăларма пикенчĕ. Унăн косилкин сарлакăшĕ 7 метр! Апла пулсан унпа фермер хуçалăхĕсем усă кураймаççĕ.

Агрохолдингсем, агрофирмăсем тухăçлă ĕçлеччĕр тесен пĕчĕк хуçалăхсене пĕрлештермелле, акăнман лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртмелле.

Хуçалăх мĕнле аталанасси ертỹçĕрен нумай килет. Тилхепене тытакан тĕрĕслĕхпе тỹрĕлĕхшĕн тăрăшакан çын пулсан, халăх пурнăçĕ те лайăхланать, ят-сумĕ те ỹсет.

Çĕр ыйтăвĕпе паянах ĕçлеме пуçăнмалла, мĕншĕн тесен кашни ялтах пушă çуртсем нумайланса пыраççĕ. Çамрăксем вăй хумалли вырăн çукран хулана каяççĕ. Çамрăк ăру валли хамăр хыççăн ырă ĕç туса хăварассишĕн тăрăшмалла.

В. СЕЛИВАНОВ, районти аграрниксен союзĕн членĕ, ĕç ветеранĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика