Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула _ çĕнĕ ферма

31 декабря 2014 г.

Районта иккĕмĕш çул Çĕнĕ çул умĕн фермер хуçалăхĕсем фермăсем хута яраççĕ. Çакăншăн чăннипех те савăнмалла, мухтанмалла. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ А. Самаркин хăйĕн салам сăмахĕнче Патăрьел районĕнчи чухлĕ урăх ниçта та çĕнĕ ял хуçалăх объекчĕсем уçăлманнине палăртрĕ. Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов кĕскен район пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пултаруллă та ĕçчен халăх пурăннине, вĕсем хăйсен тăрăшулăхĕпе йывăрлăхсене çĕнтернине пĕлтерчĕ.

Именкассинче пурăнакан И. Шарафутдинов фермер хуçалăхне 2005 çултанпа ертсе пырать. Маларах вара Ильсур Шефигулловичăн ашшĕ "тилхепене" тытнă. Унччен вĕсем çĕр ĕçĕпе вăй хунă: акнă-лартнă, вырнă-кăларнă. Виçĕ çул каялла ĕне-выльăх усрама тытăннă. Выльăх шучĕ ỹснĕ май килти хуралтăра вырнаçайми пулнă. Çавăнпах фермер тахçантанпах пушă ларакан унчченхи колхоз фермине юсаса çĕнетме тĕллев лартнă. Çемье хуçин шухăшне мăшăрĕ те, Фидания Зинетзяновна та, ырланă. Шарафутдиновсем хăйсен вăйĕпе кăшкарĕ çеç тăрса юлнă хуралтăна çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Халь вите, малтанхипе танлаштарсан, çĕрпе пĕлĕт пекех расна. Объект тăррине поликарбонатпа витнĕ, чỹречесене те çак материалпах хупланă. Урайне бетон сарнă, стенасене шуратса дезинфекциленĕ. 120 ĕне вырнаçмалăх витен çуррине кĕске вăхăтрах ĕçе кĕртнĕ.

_ Паяна пирĕн мăйракаллă шултăра выльăх 39 пуç, унтан сăвакан ĕне _ 28, пушмак пăру _ 5. Куллен 150-160 килограмм сĕт сутатпăр. Январь, февраль уйăхĕсенче ĕнесем пăрлама тытăнаççĕ, çавна май сăвăм тата та ỹсмелле. Выльăхсене валли утă-улăм, сенаж çителĕклĕ янтăланă, _ тет И. Шарафутдинов.

Савăнăçлă мероприятие хутшăнакансем _ министр çумĕ, райадминистраци пуçлăхĕ тата унăн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ М. Калмыков, çак пайри специалистсем, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов, ял хуçалăх предприятисен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем тата ыттисем те _ витене кĕрсе курчĕç, унти условисемпе паллашрĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика