08 ноября 2014 г.
Инкек тени хуйхăпа, куççульпе çеç мар, ỹкĕнỹпе те çыхăннă. Уйрăмах вут-кăвартан амаланнă пăтăрмах хыççăн чавса çывăх пулнине тепĕр хут аса илетпĕр. Анчах шел, пурнăçра вут тухсан кăна çăл чавни çителĕксĕр, унтан маларах сыхланмалла, сехĕрленмелле, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.
Çак кунсенче районти пушар надзорĕпе ВДПО сотрудникĕсем пĕрлехи рейд ирттернин сăлтавĕ те ытахальтен çеç мар. Юпа уйăхĕнчех Хĕлип хĕрĕ алăк урати умне çитнине систерсе пирĕн тăрăха сивĕ янă хыççăн пурте мăръерен тĕтĕм кăларма пикентĕрмĕр. Ку чухне вăл ĕлĕкхилле кăткăс ĕç вырăнне шутланмасть те темелле _ пĕр кнопкăна пус та _ "кăвак çулăмĕ" пăрăхсене ăшăтма та пикенет. Анчах, шел пулин те, паян кашни ялтах çак хăтлăхран катăлса юлнă çынсем пур. Вĕсенчен чылайăшĕ пĕччен пурăнакан хусахсем, ватăсем... Çак ушкăнрисен вара унчченхиллех хĕл каçма вут-шанкă та хатĕрлемелле, кăмакине те вăхăтра юсамалла, шуратмалла та. Уйрăм çемьесем пушар хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслеме, граждансемпе çакнашкал инкекре мĕнлерех васкавлă йышăнусем тăвас тĕлĕшпе калаçу ирттерме МЧС сотрудникĕсем Пикшик ялне çитрĕç. Сăмах май каласан, асăннă ял тăрăхĕ вут-кăварпа пулакан инкексем тухассипе "рекордсменсем" хушшинчех мар, çапах та пушар правилисене пăхăнмалли пирки тепĕр хут аса илтерни никамшăн та пăсăклă пулмĕ.
Хальхи вăхăтра Хирти Пикшикре 340 хуçалăх шутланать. Вĕсенчен 47-шĕнче каçсерен çутă çутмаççĕ. Çурт хупăннă! Ял тăрăх специалистчĕсем ĕнентернĕ тăрăх, тепĕр 47 çемье нумай ачаллă шутланать, унсăр пуçне ватлăхра тăр пĕччен юлнисем 10 _ 15ĕн пулаççĕ. Ялтах пĕччен е икшерĕн пурăнакан хусахсем те, ĕçкĕ-çикĕ енне ытларах сулăннисем те пур. Урăхла каласан, маларах асăннă ушкăнрисем пурте кил-тĕрешре вут-кăвартан, инкек-синкекрен асăрханмалли ушкăнри çынсем.
Рейд вăхăтĕнче тĕрлĕ условинче пурăнакан 27 çемьере пулса тĕрлĕрен асăрхаттару пама тиврĕ. Куçа тăрăнакан çитменлĕхсенчен пĕри _ чылайăшĕ электричество пăралукĕсене тахçанах улăштарманни. Районта пулакан пушарсен сăлтавĕсенчен пĕри вара шăпах юсавсăр электропроводка. Е тата вутăпа çеç хутса ăшăнакан çемьесенче унтан та кунтан шăтса пĕтнĕ кăмаки пысăк хăрушлăх кăларса тăратни те каламасăрах паллă. Районти пушар надзорĕн дознавателĕпе В. Давыдовпа ВДПО инструкторĕ А. Тарасова Бакировсемпе Сабировсен ячĕпе уйрăмах чылай асăрхаттару пачĕç: кăмака юсавсăр, электропроводсене кирлĕ пек вырнаçтарман, унта та кунта çакăнса тăраççĕ, кил-тĕрешри тирпейсĕрлĕхре пĕр çулăм вĕçсе ỹксенех çурт-йĕр вут айне пулма пултарать...
Ятарлă бригада нумай ачаллă çемьесенче те пулчĕ, вĕсем мĕнле условисенче пурăннипе кăсăкланчĕ. Ялта 3 _ 4 ачаллă çемьесем сахал мар. Ку, паллах, савăнăç анчах. Çапах та ашшĕ-амăшĕн шăпăрлансене килте пĕччен пăрахса хăварма юраманнине, шăрпăка вĕсем куракан вырăна хумалла маррине яланах асра тытмалла. Ку тĕлĕшпе иртнĕ хĕлле пирĕншĕн пысăк урок пулчĕ темелле. Хурама Тварĕнче икĕ пĕчĕк ача вутра çунса вилчĕ. Ун хыççăн та республикăра çакнашкал инкексем пулкаласах тăчĕç. Ăс-тăн тĕлĕшпе пысăкланса çитмен ачасене пĕччен хăварма юрамастех!
Çак кунхинех йĕрке хуралĕн представителĕсем уйрăм граждансемпе те тĕллевлĕ калаçусем ирттерчĕç: пушар тухсан чăн малтанах мĕнле йышăну тумалла, ăçта тата мĕнле номерсемпе шăнкăравламалла тата ытти те. Анчах та чи пахи _ вут-кăварпа пулакан инкекрен асăрханасси, хамăрăн сывлăха тата пурлăха сыхласа хăварасси. Тĕпрен илсен çак темăна хускатрĕç те "01" служба сотрудникĕсем Хирти Пикшикре йĕркеленĕ рейд вăхăтĕнче.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)