04 октября 2014 г.
ПАЯН, юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Раççей граждан оборонине йĕркеленĕренпе 82 çул çитрĕ. Кашни çулах çак кун РФ тата унăн субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе граждан оборони енĕпе Пĕтĕм Раççейри тренировка иртет. Ун чухне яланхи пекех халăха васкавлăн пĕлтермелли комплекслă тытăмĕн элеменчĕсене тĕрĕслĕç. Çавăнпа та хăнăхман сасса илтсен никамăн та хăраса-пăлханса ỹкмелле мар, лăпкăлăхпа тăнăçлăха сыхламалла, йĕркене пăхăнмалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)