17 сентября 2014 г.
КИРЕК мĕнле инкек-синкекре те çухалса кайманни, синкерлĕхе вăхăтра сирсе яма пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районти пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, августăн 16-мĕшĕнче Хирти Пикшикри Фазуллинсен çуртне аçа çапнă. Наччасрах пỹрт тăрри çунма пуçланă. Юрать-ха, кил хуçисем çухалса кайман, çулăма алхасма паман, хăйсен вăйĕпех пушара сỹнтернĕ. Унсăрăн хĕле хирĕç çуртсăр-килсĕр тăрса та юлăн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)