09 августа 2014 г.
Район хаçачĕ маншăн яланах "чун апачĕ" пулнă. Çак кунсенче "Авангардра" Н. Ларионовăн "Целина халĕ те асра, паян та куç умĕнче" статйине вуласа тухнă хыççăн тарăн шухăша путрăм. Паянхи пурнăç вăл иртнĕ ĕмĕрте пурте пĕр çын пек пулса партин политикине тĕрĕс ăнланса, харăс кар тăрса ĕçленипе пулнă. Пире те, шăллăмпа иксĕмĕре, комсомол путевки Çур çĕр Казахстанри Мамлютка районĕнчи ял хуçалăхне механизацилес тĕлĕшпе специалистсене хатĕрлекен училищĕне илсе çитерчĕ. Вĕренсе пĕтерсен вара Соколовски районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра шăллăм тракторпа, эпĕ вара комбайнпа ĕçлерĕмĕр.
Çĕнĕ çерем уçасси патшалăхшăн та çăмăл пулман. Çапах та çамрăксем комсомол тивлечĕпе кашни ĕçре хĕрỹллĕ тимленĕ, паттăрлăх кăтартнă. Ахаль мар ĕнтĕ Н. Хрущев чăваш ачисен ячĕпе Кремльте те хĕрỹллĕ сăмах каланă. Çавăнпа та статьяра çырса кăтартнă тĕслĕхсем пурте тĕрĕс, вырăнлă.
Чăнах та, ун чухне ял çамрăкĕсем çăкăр пĕлтерĕшĕ епле хаклине ăнланнă. Сĕтел çине питĕ йывăрпа çитнĕ çак çимĕç _ ку тĕрĕс. Çынсем чи малтан çăкăрлăх тырă ĕçлесе илес тесе тăрăшнă. Çакна шута илсе эпир Николай Михайлович шăллăмпа Казахстан çĕрĕ çинче тăрăшса аттепе анне патне виçĕ тонна тырă илсе килтĕмĕр. Паллă ĕнтĕ, ун чухне пире тырра контейнер çине тиесе яма та çăмăл пулман. Унсăр пуçне аттене хамăрăн шалу укçине аллине тыттарсан епле савăнмарĕ-ши! Çак самантран вара пирĕн çемье пурнăçĕ те çăмăлланса кайрĕ темелле.
Колхозсемпе совхозсем кĕрлесе тăнă тапхăрта пирĕн патăрта та тырри те пулнă, выльăх-чĕрлĕхне те çак çĕр çинчех йышлă усранă. Çав вăхăтрах патшалăха та сутнă. Тĕрĕссипе патшалăха тырă сутасси тĕп тĕллев пулнă.
Ман шутпа, хальхи фермер хуçалăхĕсем ĕлĕкхи пуян хуçалăхĕ пекех. Вĕсенче чылайăшĕнче ятарлă специалистсем çук. Кам мĕнле пĕлет, çапла ĕçлет темелле. Çавăнпа ĕнтĕ чылай хирте çум курăк алхасать. Унчченхи хирсем çак сăлтавпах тухăç пами пулчĕç. Çĕр ĕç культурине кирлĕ шайра тытса тăмасан вара нихăçан та ырă улшăну пулмĕ.
Хĕвел анăç енчи патшалăхсенче фермерсем 5 пиншер гектар çĕрпе ĕçлеççĕ. Ĕç вăхăтĕнче техника çĕмĕрĕлсен çийĕнчех ылмаштараççĕ, çĕмĕрĕлнине юсаса хураççĕ. Кунта çурхи кунпа çав тери пĕлсе ĕçлеççĕ.
Пирĕн фермерсен техники вара пурте урамра ларать. Калăн, пысăк парк. Трактор сассипе çамрăк ачасем те ыйхăран шарт сиксе вăранаççĕ. Хĕвел анăç енче пурăнакансемех темшĕн экологине те тĕрĕс ăнланаççĕ, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене те çирĕп пăхăнаççĕ тата ытти те.
Паянхи пурнăçра тухса тăракан халăхăн йывăр ыйтăвĕсене татса парас тесен ял хуçалăхĕпе ĕçлеме тĕпрен хускалмалла, вĕсене пысăклатмалла. Пĕчĕк ял тăрăхĕсене пĕрлештерсе аслăлатас пирки те автор тĕрĕс ыйту хускатать. Мĕншĕн вĕсене патшалăх ĕнси çинче усрамалла? Ĕçпе çыхăннă ертỹçĕн шанса панă "лава" малалла туртмалла.
Ĕлĕкхине пĕлмесĕр, унчченхи вăхăтри лайăх енсене илмесĕр ырă малашлăх пулмасть. Çакна тĕпе хурса ĕçлесен çеç кăтарту та лайăхланĕ, пурнăçĕ тата пуянланĕ.
Кĕçĕн Арапуç ялĕ В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)