06 августа 2014 г.
2015-мĕш çултан Раççейре пенси страховани тытăмĕнчи граждансен прависене тата пенси виçине шутлассине çĕнĕлле йĕркелеме тытăнаççĕ. Çĕнĕ саккунсем вăя кĕриччен çур çултан та сахалрах юлчĕ. Паян пенси шутламалли çĕнĕ йĕрке çинчен Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Алексеевна Кондратьева каласа парать. _Роза Алексеевна, 2015-мĕш çултан страховани тата пухăнса пыракан пенсисене хăй-тĕллĕн тỹлеве уйăраççĕ. Страховани пенсине тивĕçмелли условисем мĕнлерех улшăнаççĕ?
2015-мĕш çултан пенсисене "Страховани пенсийĕсем çинчен" саккунпа шутлама тытăнаççĕ. Унпа килĕшỹллĕн пенси çине хĕрарăмсем малтанхи пекех 55 çула, арçынсем 60 çитсен тухма пултараççĕ. Ĕç стажĕн тата официаллă ĕç укçин пĕлтерĕшĕ пенсие тивĕçме çĕнĕлле тĕп условисем шутланаççĕ _ страховани стажĕ 15 çултан кая мар пулмалла (халĕ 5 çултан кая мар), ĕçленĕшĕн пĕтĕм тапхăрти пенси коэффициенчĕ 30-тан кая мар пулмалла. Çакăн чухлĕ коэффициента кашни çын ĕç укçине икĕ чи пĕчĕк шалу шайĕнче илсе 15 çул хушшинче пухма пултарать.
Çак кăтартусене тапхăрăн-тапхăрăн кĕртеççĕ. 2015-мĕш çулта ватлăхра паракан страховани пенсине тухма страховани стажĕ 6 çул, пенси коэффициенчĕн виçин калăпăшĕ 6,6 кая мар пулмалла. 2025-мĕш çултан вара çĕнĕ йĕрке туллин ĕçлеме тытăнать.
_ Пенси çине тухма 30 коэффициент кирли çинчен пĕлтертĕр. Мĕн-ха вăл коэффициент. Ăна мĕнле шутлаççĕ?
Уйрăм пенси коэффициентне кашни ĕçленĕ çулшăн палăртаççĕ. Ăна ĕçлекен çыншăн тỹлекен страховани взнос суммине взнос тỹлеме палăртнă чи пысăк ĕç укçинчен тỹлекен взнос калăпăшĕ çине пайланине пенси коэффициенчĕн чи пысăк виçи çине хутласа палăртаççĕ (2015-мĕш çулта пенси коэффициенчĕн чи пысăк виçи _ 7,39, 2021-мĕш çулта - 10).
Тĕслĕхрен, 2015-мĕш çулта ĕçпе тивĕçтерекен 20 пин ĕç укçинчен 16: тарифпа пĕр çулталăк хушшинче 38,4 пин тенкĕ взнос тỹлет. Ĕç укçинчен взнос тỹлемелли чи пысăк виçе, калăпăр, 650 пин тенкĕпе танлашсан - ку суммăран 16: тарифпа взнос 104 пин тенкĕ куçать. Çапла вара 38,4 пин тенкĕне 104 пин тенкĕне пайлани 0,37-пе танлашать, 7,39 çине хутласан пĕр çул ĕçлени 2,7 баллпа танлашать.
Коэффициента шутланă чухне официаллă шалу укçине кăна шута илеççĕ - вăл мĕн чуль нумайрах, çавăн чухлĕ кашни çулшăн паракан пенси коэффициенчĕ те пысăкрах.
Пĕр коэффициентăн хакне кашни çулах Раççей Пенси фончĕн бюджечĕ çинчен Федераллă саккунпа çирĕплетеççĕ - 2015 çулта унăн хакĕ 64 тенкĕ те 10 пуспа танлашать.
_ Ĕçлесе шалу укçи илнĕ тапхăрта коэффициентсем мĕнле шутланине пĕлтĕмĕр. Енчен те хĕрарăм ачапа ларать пулсан, е çамрăк çар службинче тăрать пулсан коэффициентсем шутланаççĕ-и?
Çĕнĕ йĕркепе социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене пенси шутлама стажа кĕртеççĕ, вĕсемшĕн коэффициент хушса параççĕ. Ку вăл салтакра службăра тăни, ачана 1,5 çула çитиччен, инвалид-ачана тата 80 çул çитнĕ ватăна пăхнă тапхăрсем. Кунта çакна палăртса хăвармалла. Ачана çулталăк çурă çитиччен пăхнă тапхăршăн паракан балл виçи кашни ачашăн ỹсет: пĕрремĕш ачана пăхнă кашни çулшăн - 1,8 балл, иккĕмĕшне - 3,6 балл, виççĕмĕшпе тăваттăмĕш ачасемшĕн - 5,4. Енчен те йĕкĕрешсем çуралсан пĕтĕм коэффициента хушаççĕ (1,8 çумне 3,6 хушăнать).
Унсăр пуçне патшалăх амăшлăха хỹтĕлес тĕл-левпе ача пăхнă тапхăрсене пĕтĕмпе кăçалтан 4,5 çул таран шута илмелле тунă, 2015-мĕш çултан пуçласа 6 çул таран.
_ Пенсие маларах тухмалли нормăсем сыхланса юлнă-и çĕнĕ саккунра?
Çĕнĕ саккунра пенсие маларах тухмалли нормăсем сыхланса юлнă. Сиенлĕ тата йывăр условиллĕ ĕç вырăнĕ пур организацисем валли улшăнусем кĕртнĕ. Малтан вĕсен 1-мĕшпе 2-мĕш Списокпа ĕçлекенсемшĕн Пенси фондне саккунра çирĕплетнĕ хушма тарифпа взнос тỹлемелле пулнă - 1-мĕш Списокпа _ 9:, 2-мĕш Списокпа _ 6 :. 2014-мĕш çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ "Ĕç условисене ятарлă хакласси çинчен" федераллă саккунпа килĕшỹллĕн организацисен сиенлĕ тата йывăр ĕç вырăнĕсене ятарлă хакламалла. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх Пенси фондне тỹлемелли взнос тарифĕ 2 процентран 8 процент таран пулать. Хушма тарифа пĕчĕклетме май пурри ĕçпе тивĕçтерекенсене ĕç условисене лайăхлатма хавхалантарать.
Тата предприяти ĕçлекен çынпа калаçса татăлса патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕпе килĕшỹ туса ун урлă пенсие маларах тивĕçтерме пултарать. Ун пек чух хушма взнос ун тытăмне хывăнать.
Учительсемпе медицина работникĕсем пенсие маларах тухмалли йĕрке улшăнман - учительсем малтанхи пекех 25 çул педагогика стажĕ пулсан, врачсемпе медицина сестрисем ялта _ 25 çул, хулара _ 30 çул сиплев ĕçĕнче вăй хурсан ỹсĕме пăхмасăрах пенсие тухма пултараççĕ.
_ 2015-мĕш çултан вăя кĕрекен çĕнĕлĕхсем хальхи пенсионерсене пырса тивеççĕ-и? Тата ĕçлекен пенсионерсен малтанхи пек кашни çул пенсийĕсене ỹстермелли йĕрке упранса юлать-и?
Граждансен 2015-мĕш çулччен йĕркеленнĕ пенси прависем сыхланса юлаççĕ - 2014-мĕш çул хушшинче вĕсен пенсисене уйрăм пенси коэффициенчĕ çине куçарма палăртнă. Пенсионерсен пенси виçи улшăнмасть, кашнин пенси правине коэффициент çине куçараççĕ. Ĕçлекен пенсионерсен пенси шайне çулсерен шутласа ỹстерес ирĕк сыхланса юлать. Пенси виçин чи пысăк ỹсĕмĕ 3 коэффициенпа танлашать, тепĕр майлă каласан 23 пин тенкĕ таран шалу укçине шута илеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)