02 августа 2014 г.
Часах çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланать. Çавăнпа кашни ашшĕ-амăшĕ пепкине шкула вырнаçтарас енĕпе пăшăрханать. Нумаях пулмасть редакцине Тикеш ялĕнчи И. Макарова шăнкăравларĕ. Вăл хăйĕн ачине Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула пĕрремĕш класа ярасшăн пулнине, анчах йышăнманнине пĕлтерчĕ. Мĕншĕн-ши? Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе Н. Андреева шкул директорĕпе тĕл пултăмăр.
"Кăçал Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 6 çул та 6 уйăх тултарнă 106 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ. Пурĕ 4 класс, кашнинче 26-27 ача пулать. Ачасем йышлă пулнипе урăх йышăнаймастпăр. Шкул автобусĕ те Кивĕ Кетекпе Тăрăна çеç çỹрет, ытти ялсенчен килекенсене кайса илеймест. Хăвăра çывăхрах шкула заявлени çырма та ĕлкĕретĕр. Пĕрле паспорт, çемьери çынсен шучĕ тата пепкен çуралнă хучĕсем пулмалла."
Д. КУСТОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)