26 июля 2014 г.
Ялсенче çемьере 2-3 ăру çынни пĕрле килĕштерсе пурăннине сайрарах та сайрарах тĕл пулатăн. Чылай чухне çамрăксем уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăраççĕ е хулана пурăнма каяççĕ. Хирти Пикшикри Вахитовсен вара пĕр çуртра харăсах 4 ăру килĕштерсе кун кунлать. Ялта вĕсем пĕр-пĕрин çинчен усал калаçнине те, вăрçăннине те халиччен илтмен. Кĕçĕннисем аслисене хирĕç чĕнмеççĕ, вĕрентсе каланине асра тытаççĕ. Пур ĕçе те канашласа пурнăçлаççĕ.
Сания Фазыльзяновна Вахитовсен килне кин пулса кĕнĕ чухне упăшкин ашшĕ те пурăннă. Анчах Тăван çĕр-шыв вăрçин участникĕ ывăлĕпе кинĕ пĕрлешнĕ çулах, 1987-мĕшĕнче, йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Çамрăксем тăлăха юлнă хĕр арăмăн тĕревĕ пулса тăнă. Тăван çĕре, яла юратакан мăшăр амăшне пăрахса ют тăрăха тухса каясси пирки шухăшлама та пултарайман.
_ Пăянампа 27 çул пурăнатпăр.
Çак вăхăтра пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа курман. Вăл пирĕн 4 ачана ура çине тăратма та, килти ĕçсене тума та яланах пулăшнă. Нумай пулмасть 90 çулхи юбилейне паллă турăмăр. Халь сывлăх енчен кăшт хавшарĕ, тимлĕх ăна тата ытларах кирлĕ. Хамăр та ватăлатпăр, çавăнпа та аслă çулти çынна пăхмалла, хисеплемелле, _ тет Сания аппа хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа панă май.
Çак хĕрарăмран чăннипех те тĕслĕх илмелли пур! Вăл паян кин кăна мар, пăянам та. Динар ывăлĕ Танзиля мăшăрĕпе тата икĕ ачипе ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать. Йăх тăсакансенчен асли пулнă май, ĕлĕкхи йăла тăрăх, вĕсен уйрăлса тухмалла. Динар тĕп килне хирĕçлех 2 хутлă çурт тума пикеннĕ. Пỹрт тăвасси автан тукмакки çиесси çеç мар-çке, укçи-тенки те самай кирлĕ. Çавна май ар çын Мускава вахта мелĕпе ĕçлеме çỹрет. Сания Фазыльзяновнапа Ришат Арифуллович та ывăлĕн çемйине вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ. Хăйсен вăйĕпе кăна тăвăнакан "йăва" шалтан та, тултан та хăтлă курăнать. Пурăнма куçиччен ĕçлемелли нумай, апла пулин те Вахитовсем пуç усмаççĕ. Çемьере килĕшỹ хуçаланнă чухне йывăрлăхсене парăнтарма та çăмăлрах вĕт.
Вахитовсен ытти ачисем те пĕринчен тепри матур. Дина хĕрĕ çемьеленнĕ, Мускавра пурăнать. Кĕçĕннисем _ Зильăпа Ильшат _ Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренеççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшне пур ĕçре те пулăшаççĕ. Аслисемпе пĕрле 50 сотăйĕнче çитĕнекен çĕр улми, кишĕр, выльăх тата хĕрлĕ чĕкĕнтĕр йăранĕсене çум курăкран тасатаççĕ. Выльăхсене пăхма та ỹркенмеççĕ.
_ Пирĕн пурин те характер пур. Анчах çемьере килĕшỹ хуçалантăр тесен курнине те курмăш пулма, тарăхнине те ăшра тытма пĕлмелле. Çынна сăмахпа çапса хуçма çăмăл, кайран пĕр чĕлхе тупма йывăр, _ терĕ Сания Фазыльзяновна çемьери тăнăçлăхăн вăрттăнлăхне уçса панă май.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)