19 июля 2014 г.
Кĕçĕн Арапуç, Именкасси ялĕсем çывăхĕнче "Каенсар" çут çанталăк палăкĕ пур. Вăрман варринче аслă уй сарăлса выртать. Иртнĕ ĕмĕрĕн варринче эпир, 6 ял çамрăкĕ, Çимĕкрен пуçласа Питравччен унта вăййа тухаттăмăр. Анчах халь Кĕçĕн Арапуçĕнчен Аслă Арапуçне каякан çул çинчи пысăк 6 лакăм сехрене хăпартать. Пĕринче вара каçхине çын та путса вилнĕччĕ. Çапах ăçта каймалла пулсан та тỹртем çулпах çỹретпĕр. Ял çыннин пасара те тухмалла, сывлăхне те тĕрĕслеттермелле, Именкасси урлă кайсан ытла та çавра пулать.
Çула Первомайскинчи АТП-ра Н. Селиванов ĕçленĕ вăхăтра организаци хăй шутĕнчен тунăччĕ. Машинасем Анат Чакă урлă каяс вырăнне Кĕçĕн Арапуç витĕр Патăрьелне, Канаша, Шупашкара çỹреме пикенчĕç. Вăхăт шунă май вăл пĕтрĕ, никама та кирлĕ мар пулса тăчĕ. Çакă çывăхри ялсенче пурăнакансене питĕ пăшăрхантарать, тарăхтарать. Хырлăх вăрманĕ чуна уçать, анчах çул пирки шухăшласанах кăмăл хуçăлать.
Ман шутпа, çак çула юсама укçи те нумай кирлĕ мар. Кунта вырăнĕ шурлăхлăраххине шута илсе акшар чулне сарсан та аван. Аслă Пăла шывĕн çурçĕр енче вырнаçнă ялсенче пурăнакансен шухăш-кăмăлне шута илсен тем пекех лайăхчĕ те...
В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)