07 июня 2014 г.
"Красный пахаре" _ 84 çул Кĕçĕн Арапуçĕпе Еншик тата Тăрăн ялĕсем хушшинче халăхăн 115 гектар çĕр пулнă. 1929 çулта Д. Бородкин тăрăшнипе çавăнта çынсем пурăнма куçса каяççĕ. 12 киллĕ поселок йĕркеленет. Çавăн пекех пĕрлешỹллĕ хуçалăх туса хураççĕ. Ăна "Красный пахарь" ят параççĕ. Ертсе пыма Д. Бородкинах шанаççĕ.
Уйрăлса тухакансем пултаруллă, ĕçлеме юратакан çынсем пулнă. Хуçалăхра лаша, ĕне, сурăх витисем пурччĕ. Çуллахи вăхăтра саман кирпĕч çапатчĕç. Хуралтăсене шăпах çавăнпа тунăччĕ. Ĕнесене ăшă чухне Кĕçĕн Арапуç патĕнчи вăрманта усратчĕç. Унта малтан поташ завочĕ пулнă. Хуçисем пăрахса кайнăран çурчĕ те, хуралтисем те пушахчĕ.
Д. Бородкин хут пĕлекен, маттур офицер пулнă. Вăл тăрăшнипех патшалăхран жнейка, молотилка, сеялка, косилка ил-нĕччĕ. Черепица çапатчĕç. Цементне Чĕмпĕртен лашапа турттаратчĕç. Хăйсем тунă виткĕçпе çурт тăррисене витетчĕç. Питĕ аван пурăнатчĕç. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула хуçалăх саланса кайнă. Çыннисем ăçта килнĕ, унта куçса кайнă. Юлнисене Еншик çумĕнче кас валли çĕр уйăрса панă. Урамне "Красный пахарь" ят хунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)