07 июня 2014 г.
Пурнăç урапи çаврăнать те çаврăнать, шав малалла ыткăнать. Çулĕ çатма пек тикĕс те яка е тумхах çине тумхах _ уншăн пĕрех. Этемме ларса канма та, сывлăш çавăрса илме те, каялла таврăнса тунă йăнăша тỹрлетме те памасть. Çапла сисĕнмесĕрех кунсем, çулсем иртеççĕ...
Кĕçĕн Арапуçĕнчи В. Маркиданов (ỹкерчĕкре) çитес çулхи январьте 90 çул тултарать. Ун çине пăхсан вăхăт вăл 70 çула çитсен чарăнса ларнă тейĕн. Сăн-питне çулсем курăнман суха пуçпе сухаланă-ха, анчах чунĕнче çынлăха упраса хăварнипе ытлашши тивеймен пулас. Терт-нушине, хуйхи-суйхине, савăнăçне Василий Петрович çителĕклех курнă. Тăхăр теçетке çула кайса иртнине аса илмелĕх, тунă ĕçсене тишкермелĕх пур.
Василий Петрович йышлă çемьере çитĕннĕ. Вăл ачасенчен чи асли пулнă. Пĕчĕклех ĕç çумне çыпçăннă. Пĕр сăмахпа каласан _ вăл вăхăтри чылай çыннăннипе пĕр пекрех ун шăпи. 16 çула çитсен вара пурнăçĕнче пысăк улшăну пулнă.
1941 çул, июнь. Ялтан ытлашши ниçта та тухсах курман 4 яша _ хайхи Кĕçĕн Арапуç каччине тата Именкассинчи 3 ачана _ Хабаровскинчи ФЗО-на вĕренме яраççĕ. Инçе çула вĕсене поездпа илсе каяççĕ. Пĕр чарăнура вара Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланни пирки илтеççĕ. Усал хыпар чĕрисенче канăçсăрлăх çуратсан та çул малаллах тăсăлать. Хулана çитсенех каччăсене ĕçе вырнаçтараççĕ.
_ М. Горький ячĕллĕ заводра, чукун ирĕлтерекен кăмака патĕнче вăй хунă эпĕ. Мана ватăрах вырăс çумне, Иван Ивановччĕ, çирĕплетрĕç. Эпир ăна пурте "дядя Ваня" теттĕмĕр. Малтанласа мĕнлерех ĕçлемеллине кăтартрĕ, пĕлменнине ăнлантарчĕ. Кайран ытларах чухне пĕччен тăрăшнă. Сиенлĕ цехра вăй хунăран кашни кун çур литр сĕт тата 800 грамм çăкăр паратчĕç. Пирĕн патăрта истребитель-самолетсем тата Ф-1 граната (лимон) кăларатчĕç. Самолетсем вăрçа кайиччен сыв пуллашса завод тавра çаврăнса илетчĕç те вĕçсе каятчĕç, _ аса илет ĕç ветернĕ. Хул-çурăмĕ тĕрекленсе те çитеймен яша пĕрре те çăмăл пулман, апла пулин те нăйкăшса çỹремен. Çĕр-шыв вут-çулăмра çуннă чух иртен пуçласа каçчен вĕри кăмака умĕнче тăнă. Вăрçă пĕтичченех канмалли кун е отпуск пирки шутлама та пултарайман. Пур хăватпа тăшмана çĕнтерессишĕн тăрăшнă, хушнă пĕр ĕçрен те пăрăнман.
Кăмрăк çителĕксĕррипе ĕçлекенсем вăрман касма черетпе çỹренĕ. Кашни çыннăн _ ватти-çамрăккине пăхман _ пĕр уйăхра 100 кубла метртан кая мар хатĕрлемелле пулнă. Йывăç йăвантарнă чухне Василий Петрович вулă айне пулса чутах ĕмĕр-лĕхех пурнăçран уйрăлман. Юрать-ха пирĕштийĕ çумĕнче пулнă. Юлташĕсем вăхăтра курнипе тата пулăшу панипе кăна чĕрĕ-сывă юлнă. Больницăра сипленсе тухнă хыççăн завода каялла таврăннă.
Чăваш каччи маттур та тăрăшуллине мастер та сăнанă. Çавăнпах ĕнтĕ ăна бронь партарттарнă. Кун пирки В. Маркиданов акă мĕн аса илет:
_ 18 тултарнă хыççăн çара кайма повестка килессе кĕтсех тăраттăм. Пĕринче мана ĕçе иртерех килсе кăмака чĕртсе яма ыйтрĕç. Эпĕ çитнĕ çĕре ман тумбочка çинче хут выртать. Унта ирхи 9 сехете çар комиссариатне çитме хушнă. Хамăн ĕçе хăвăрт кăна пурнăçларăм та Иннокентий Захарович Белоусов мастер патне пытăм. Вăл документа илчĕ те директор патне кайрĕ. Кăшт тăрсан таврăнчĕ те ĕç вĕçленсен ертỹçĕ патне кĕме каларĕ. Çав вăхăтра ăш-чик çунса тухатчĕ. Хăть мĕн каласан та вăрçă пырать вĕт. Айăплисене никам та пуçран шăлман, вăрçа каяссинчен тарса çỹренĕ тесе трибунала та лекме пултарнă...
Василий Петрович 1945 çулчченех, Совет Союзĕпе Япони хушшинчи вăрçă вĕçленичченех, заводра вăй хунă. Тăван тăрăха ăна амăшĕ йывăр чирленине пĕлтерсе çапнă телеграммăна илсен кăна отпуска янă. Ывăлĕ таврăнсан çывăх çынни нумаях та пурăнман: ачисене ура çине тăратаймасăрах ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Шутлă кунсем çĕмрен пек хăвăрт шуса иртнĕ, каялла таврăнма та вăхăт çитнĕ. Анчах пурнăç тути-масине пĕлсе ĕлкĕ-реймен шăллĕ-йăмăкĕ тетĕшне куçран пăхса юлма ыйтнă. Тăванĕсене хĕрхеннĕрен 20-ри каччă хулана çул тытман. Анчах хăйне мĕн кĕтнине пĕлнĕ пулсан-и...
Пульăсем шăхăрма, гранатăсемпе бомбăсем çурăлма чарăнсан та вăрçă вăхăтĕнчи саккун хăйĕн вăйне çухатман. В. Маркиданова палăртнă кун завода килменшĕн саккунпах айăплаççĕ. Вăл 1952 çулта тин çуралнă тăрăха çаврăнса çитет. Юн вĕресе тăракан яш тỹрех колхозра бригадирта вăй хума пуçлать. Каярах тракторсене юсакан станцинче токарьте, Кĕçĕн Арапуçпа Именкасси хуçалăхĕсем пĕрлешсен пилорамăра рамщикре тăрăшать. Кунта вăл тивĕçлĕ канăва кайсан та тата 3 çул ĕçлет. Ылтăн алăллă çын килте те пушă тăман. Василий Петрович сурăх тирĕсене çемçетсе кĕрĕксем çĕленĕ. Паян та сумлă ватă телевизор умĕнче диван сыхласа кăна лармасть: пỹртре çỹремелли тапăчкисем ăсталать. Вĕсем унăн ачисем, мăнукĕсем валли те пур. Çавăн пекех выльăхсем патне те хăйех тухать. Маркидановсем ĕне те нумай пулмасть çеç усрама пăрахнă. Сăмах май, Василий Петровича пĕлтĕр, Кĕçĕн Арапуç ялĕн хисеплĕ гражданинĕ ята парса чысланă.
Пурнăçри савăнăçа, йывăрлăха пĕрле пайлама В. Маркиданова çỹлти пỹ-лĕхçĕ ырă кăмăллă хĕрпе тĕл пултарнă. Çĕрпỹ районĕнче çуралса ỹснĕ Зоя Карповна Кĕçĕн Арапуçĕнчи фельшерпа акушер пунктне направленипе килнĕ пулнă. Василий Петрович пикене хăйĕн аллинчен вĕçертмен. Вĕсем 8 ача çуратса ỹстернĕ, пурне те тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Икĕ хĕрĕ амăшĕн çулнех суйласа илнĕ. Тепĕр иккĕшĕ шкулта ачасене вĕрентеççĕ. Асли дояркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Ывăлĕсем стройкăра, водительте вăй хураççĕ. Шел пулин те, йăх тăсакансенчен пĕрин çамрăклах чĕри тапма чарăннă. Ашшĕпе амăшĕн чунĕнче пирчейми суран хăварнă. Юрать-ха, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне 18 мăнукĕ тата кĕçĕн мăнукĕсем савăнтараççĕ.
Çулĕсем шултăраланнă пулсан та Василий Петрович иртнисене питĕ лайăх ас тăвать. Хăй мĕн пĕлнине, курнине тата ашшĕ каласа панисене тетрадь çине çырать. Вулакансене шăпах вĕсенчен хăшĕ-пĕрипе паллаштаратпăр.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)