Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Концерт çине концерт

08 мая 2014 г.

Культура çулталăкĕнче Еншик халăхĕ концерт çине концерт курса савăнать. Ку хутĕнче яла Шăхачри "Умарина" ансамбль килчĕ. Артистсем çеç мар, куракансем те авалхи вырăс, чăваш, ирçе юррисене аса илсе пĕрле юрларĕç. Уйрăмах залра ларакансене "Умарина" (улма йывăççи), "Марусенька", "Катенька", "Как у рюмочки", "Вот какие мы", "Самана" юрăсем килĕшрĕç. Вĕсене М. Волкова, С. Вашуркина, Г. Таганова, ансамбль ертỹçи З. Гугушкина шăрантарчĕç. Пуçламăш ача сачĕпе шкула çỹрекен П. Волковапа Н. Иванова ташăсемпе тĕлĕнтерчĕç.

Маларах кунта Тăрăнсем концертпа пулнăччĕ. Юрра-ташша вара Еншиксем хăйсем те ăста. О. Козлова, Л. Кудряшова, В. Майрукова, З. Морозова, А. Заводова, Е. Краснова пултарулăхне ял халăхĕ пĕр хутчен çеç мар курса савăннă.

М. ИВАНОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика