08 мая 2014 г.
Çынпа çын çак çутă тĕнчере питĕ килĕштерсе пурăнмалла пек. Анчах та хирĕçỹ, ĕмĕтсĕрлĕх, пĕр-пĕрне пăхăнтарасси паянхи кун та патшалăхпа патшалăх хушшинче çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Фашистла Германи пирĕн çĕр çине манмалла мар йывăр çухату илсе килчĕ. Çапах та совет халăхĕ _ арçынни, хĕрарăмĕ _ фронтра та, тылра та харсăрлăхпа паттăрлăх кăтартса, пĕр шухăшлăн кар тăрса тăшмана çĕнтерме пултарчĕ. Совет халăхĕн мухтавĕ çĕр çинче пуриншĕн те тĕслĕхлĕ пулчĕ. Çак чысра, çак чапра Хирти Пикшик ялĕнче çуралса ỹснĕ Минач Шарафутдинович Имадиевăн та тỹпи пур. Ашшĕпе амăшĕ вилнине пула вун пĕр çултах тăлăха юлса Незибе аппа патĕнче пурăнма тỹр килнĕ унăн. 1941 çулта каччăн вăрçа кайма ят тухнă. Ăна Монголие ăсатнă. Унта тутар каччи разведчика вĕ-реннĕ. Кирлĕ хăнăхусене илнĕ хыççăн салтака Сталинград хулине хỹтĕлеме янă. Унта вăл 79-мĕш гварди стрелок дивизине лекет. Хăйĕн юлташĕсемпе темиçе хутчен те "чĕлхе" тытса килнĕшĕн Минач тетене Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялавĕн орденĕпе наградăланă. Ентешĕн ытти медалĕсем те пур.
1943 çулхи август уйăхĕн 8-мĕшĕнче вара М. Имадиев черетлĕ операцинче йывăр аманнă. Ун хыççăн ăна киле ăсатаççĕ. Суран кăштах пирчесен, 1949 çулта, Минач Шарафутдинович авланса çемьеллĕ пулать. Минибену Зариповнапа çичĕ ача çуратса ỹстереççĕ. Ăрăва малалла тăсакансем пурте аслă пĕлỹ илнĕ, Эдие Миначетдиновна вара _ ветеринари наукисен кандидачĕ.
М. Имадиев вăрçă хыççăн "Герой" колхозра хастар ĕçленĕ. Шел пулин те ỹпкери тимĕр ванчăкĕсене илеймен пирки тата виçĕ кăкăр шăмми саланнине пула 2000 çулта пурнăçран яланлăхах уйрăлнă. Манмаççĕ ăна ачисем. Масар çинче ун вил тăприйĕ патне илсе каякан сукмак яланах тап-такăр.
В. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)