19 апреля 2014 г.
Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Кĕçĕн Арапуçĕнчи культура ĕçченĕсем Н. Терентьевăн "Этем _ пĕр эрнере" спектакльне лартса пачĕç. Сăнарсене вылякан М. Киргизова, Е. Корнилова, Н. Хвостова, О. Козлова, Н. Маслова, Л. Алексеева, С. Лисицына, Е. Краснова, Л. Кольцова, В. Майрукова, А. Маркиданова хăйсен пултарулăхне тивĕçлĕ кăтартрĕç.
Спектакльпе вĕсем Тикеш, Именкасси, Еншик ялĕсенче те пулса савăнтарчĕç. Культура çулталăкне сцена ăстисем маларах пысăк концертпа уçнăччĕ. Ĕмĕт-тĕллевĕсем тата та пысăк вĕсен. Хăйсен пултарулăхне ытти ял халăхне те кăтартса савăнтарасшăн.
В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеран
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)