Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Казахстан çемьене выçлăхран çăлчĕ"

16 апреля 2014 г.

Çапла пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Еншикре пурăнакан Зинаида Георгиевна Фролова педагог-ветеран. 1958 çулта 19 çулхи хĕр хапхи умне пĕр пысăк автомашина тырă илсе килсен, амăшĕн куççулĕ те тухнă. "Малашне выçă вилмĕпĕр, хĕрĕм",_ тенĕ вăл савăнăçне пытараймасăр. Ара, ун чухне çулталăк колхозра ĕçлесе те çемьене виçĕ михĕ тырă çеç панă та... Унпа мĕнех тăвайăн? Зина вара Çурçĕр Казахстанра тăватă уйăх тăрăшсах кĕлетри пỹлмесене йăлтах тултарса хунă.

Еншик чиперкки вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн икĕ çул хăйсен колхозĕнчех тăрăшнă. Аслă шкулта пĕлĕвне малалла тăсас тесен хуçалăхра ĕçлени кирлĕ пулнă-мĕн. Хуçалăх ертỹçи хастар та пултаруллă, ĕçчен хĕре тỹрех звеньевоя шаннă. Ун чухне колхоз куккурус туса илес тĕлĕшпе питĕ тухăçлă ĕçленĕ. И. Кубиков бригадирпа уйран кĕмесĕр тăрăшнă Зина. Хир ĕçĕ шуçăмпа тăнине юратать. Ир пуçласа каçченех утнă вĕсем колхоз уйĕсемпе: халăха ĕçлеттернĕ, хăйсем те ỹркенсе тăман. Хуçалăхра йышлă выльăх пулнăран тонни-тоннипе апат янтăлама тивнĕ.

Мĕн ачаран тĕвĕленнĕ ĕмĕтне пурнăçлас тесе Зина чăнах та икĕ çултан, 1957 çулта, химик е биолог пулас шутпа Шупашкарти педагогика институтне вĕренме кĕрет. Сăмах май каласан, ялта вăл аслă пĕлỹ илнĕ пĕрремĕш хĕрарăм пулнă. Пĕрремĕш курса студентка ăнăçлах вĕренсе тухать. Каникул умĕн институтри пĕр-икĕ хастар хăйсен ирĕкĕпе вăхăтлăха Çурçĕр Казахстанри çĕнĕ çĕре ĕçлеме кайма шухăшланине систереççĕ. Çак хыпар хăлхана кĕрсенех Зинаида Кудрявцева (хĕр чухнехи хушамачĕ çапла) та тỹрех хыпăнса ỹкет, алхапăлах йышăнать. "Пăр" тапрансанах биологи факультетĕнчи пилĕк хастар хăйсем тĕллĕнех, çири тумсемпех вăрăм çула тухса каяççĕ.

_ Институтран пире çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе, ырă кăмăл-туйăмпа ăсатса ячĕç. "Станем новоселами: и ты, и я" текен юрă паян кунччен хăлхара янăраса тăрать, _ тет вăл хăйсем пирки республика хаçатĕнче çырса кăларнă материалпа паллаштарнă май. "Кăçалхипе виççĕмĕш çул ĕнтĕ чăваш çамрăкĕсем Алтай крайĕпе Çурçĕр Казахстан облаçĕнче çерем çĕрсем çинче ỹстернĕ тыр-пула пухса кĕртес ĕçе хутшăнчĕç. Чăваш çамрăкĕсен виçĕ пин çынлă отрячĕ ĕçре пысăк хастарлăх кăтартнăшăн виççĕмĕш хут ĕнтĕ комсомолăн Çурçĕр Казахстан обкомĕпе облаçри ял хуçалăх управленийĕн Хĕрлĕ ялавне, çавăн пекех Казахстанри ЛКСМ Центральнăй комитечĕн хисеплĕ ялавне илме тивĕç пулнă. Уйрăмах хастар ĕçленĕ 56 çамрăка медальпе тата 500 ытла çамрăка ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн значокĕпе наградăланă",_ тенĕ статьяра. Хисеплĕ ята илнисем хушшинче З. Кудрявцева ячĕ те пур.

Вĕсене ялтан тăхăр çухрăмри пĕр хуралтăна çеç вырнаçтарнă. Условисем ăмсанмаллах пулман: 16 хĕр ачапа çавăн чухлех арçын ача улăм сарнă урайĕнчех выртса пурăннă. Юрăхсăра тухнă хура мунчана хăйсен вăйĕпе сипленĕ хыççăн унта çăвăнкаланă. Студентсем кăнтăрла комбайн хыççăн çỹресе юлнă пучахсене пуçтарнă, каçхине йĕтем çинче тырă пушатнă. Татти-сыпписĕр техника ĕçленĕ уйсенче. Хир кĕрлесе çеç тăнă. Каччăсемпе хĕрсем инçе çултан сĕм кĕркунне таврăннă. Ĕç паттăрĕсене каллех чыслă лару-тăрура кĕтсе илнĕ. Вĕренỹрен каярах юлнă студентсемпе ыттисене хăваласа çитчĕр тесе хушма занятисем ирттернĕ.

Хапха умне илсе çитернĕ пĕр машина тырă çăмăлпа килмен пулин те З. Фролова пурнăçăн çак кĕске тапхăрне чи асра юлнисенчен пĕри тесе хак парать. Унпа килĕшмесĕр те тăраймăн. Студент пулни вăл хăй пĕр телей. Ушкăнпа тарласа вăй хуни вара _ савăнăç. Чылайлăха асра та юлать. 1954 _ 1960 çулсенче ял хуçалăх производствине аталантарас, патшалăха ытларах тырă туса парас тĕллевпе Казахстанра çеç мар, Урал, Çĕпĕр, Инçет Хĕвел Тухăçĕнче те çĕр ресурсĕпе, пулăхлăхĕпе туллин усă курма пикеннĕ хĕрỹ тапхăра, унтанпа 60 çул иртрĕ пулин те, целинниксем пуринчен ытларах ас тăваççĕ-тĕр.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика