29 марта 2014 г.
Самана таппине кура культурăра нумай улшăнусем пулса иртрĕç. Çапах та вĕсем паянхи кун ыйтнине тивĕçтереймеççĕ-ха. Ăслă-тăнлă, тирпейлĕ, анлă тавра курăмлă, сăпайлă, "таса алăллă" çамрăксем çитĕнтермелле, çынра çынлăх çуратакан енсене тĕпе хума, патриот тивĕçĕсене пурнăçласа пурăнма вĕрентмелле вĕсене пирĕн.
Культура пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вăй пулса тăрать. Унăн вăй-хăватне малалла çĕклесе пырас тĕллевпе Чăваш Республикинче "Ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" кăларнă указ витĕмлĕ вырăн йышăнать. Унта клуб, библиотека ĕçĕсене лайăхлатма тĕллевлĕ программа палăртнă. Çавăн пекех учрежденисем çывăхĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртес ĕçсене те манса хăварман.
Культурăпа çутĕç учрежденийĕсем идеологин шанчăклă тымарĕсем пулнă. Хальхи вăхăтра вĕсем ку енĕпе хăйсен ĕçне хавшатрĕç. Çапах та хăш-пĕр ял тăрăхĕнче ăна малалла аталантарма тăрăшаççĕ. Çак ялсенче вăй хуракансем "çĕнĕ уйăхра" çуралнă тейĕн, яланах малалла талпăнаççĕ. Хĕллехи вăхăтра, халăх пушăрах чухне клубра, библиотекăра тăрăшакансен саркалансах, çанă тавăрсах вăй хумалла пек туйăнать. Анчах шăплăх хуçаланать. Тен, хăйсем çум курăк çумлама пуçăнсан халăхпа пĕрле ĕçлĕпĕр теççĕ-ши?
Ман шутпа, ятарласа йышăннă Культура çулталăкне кĕнĕ май кашни ялтах ăна мероприяти йĕркелесех уçмалла. Кадрсем пур халь, методист таранах. Клубсен хĕллехи вăхăтра кĕрлесе çеç тăмалла. Халăх кану çуртне утмасть тени пачах та вырăнсăр. Куллен ĕçлемелле, çынсемпе пĕр чĕлхе тупмалла, кружока явăçтарнă çынсене сивĕтмелле мар. Вăй хуракансен сассипе те, кăмăлĕпе те, сăпайлăхĕпе те, çепĕçлĕхĕпе те, хăйсене тыткаланипе те ыттисенчен уйрăлса тăмалла.
Раççей Президенчĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвĕсене те халăха ăнлантарас, ун патне çитерес тесе нимĕн те тăваймарăмăр. Информаци кунĕсене район шайĕнче ирттереççĕ-ха, анчах Пикшик ял тăрăхне вара килсех каймаççĕ. Çак пулăмсене пула халăх обществăра тухса тăракан ыйтусенчен кая юлать, малашнехи пурнăçра тĕллевлĕ ĕçлеме пĕлмест.
Информаци кунĕсенче, ытти палăрмалли мероприятисенче пĕчĕк кăна концерт, спектакль лартсан халăх майĕпен клуба пуçтарăнма тытăнать.
Паян Алманчă хĕрне З. Киргизована, Л. Зуевапа Р. Селиванова специалистсене аса илекенсем нумай. Вĕсем тем тĕрлĕ уяв ирттеретчĕç. Клуба яланах халăх çỹренĕ, фольклор ушкăнĕ те ĕçленĕ.
Культура çулталăкĕнче районта, ял тăрăхĕсенче паллă çынсен пысăк стендне тусан питĕ аван пулĕччĕ. Акă, тĕслĕхрен пĕчĕк Еншикре çеç пĕр тăван В. Ахмеев, С. Ахмеев, Г. Ахмеев профессорсем, Тикешре В. Барышников профессор, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ И. Барышников çитĕннĕ. Çакнашкаллисем чылай ялта пур. Çак çынсен тĕслĕхĕ çинче çамрăксене вĕрентмелле. Обществăра вăрласси, ĕçесси, ĕçке пула çын вĕлересси, ватăсене сума сăвасси чакни аванах сисĕнет. Халăхпа ĕçлессине вырăна хумасан малалла мĕнле пурăнăпăр? Яш-кĕрĕм намăс сăмахсене вăтанмасăр калать. Çак ыйтусене тĕплĕн тишкерсе тухса кирлĕ мерăсем йышăнмалла. Хальлĕхе вара пурте шыв юххи пек хăй май çеç пырать-ха.
В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ. Кĕçĕн Арапуç ялĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)