29 марта 2014 г.
Эппин, качака усра! ПУРНĂÇ хăйне евĕрлĕхĕ кашни çыннах çиччĕ виçсе пĕрре касма хăнăхтарать. Паян ялсенче качака тытакансем йышлă. Шĕвĕр сухаллă янаварсем Тикешре те сахал мар иккен. Кун пирки хаçат редакцине А. Степановпа А. Селиванов, П. Иванов ятарлă çырупах пĕлтерчĕç. Анчах та авторсем пирĕнпе савăнăçне мар, пăшăрханăвне пĕрле пайласшĕн. Ирĕке тухнă выльăхсем çынсен пахчисене кĕрсе улмуççи тунисене хыраççĕ, купăстине кăшлаççĕ, таптаса пĕтереççĕ. Сăтăр тăваççĕ тейĕпĕр. Апăршасем, мăйракасăр юласран та хăрамаççĕ. Кун пирки вара хуçисен шутламаллах. Килти чĕр-чуна епле урамра çапкалантарса çỹретĕн-ха?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)