29 марта 2014 г.
АВАЛЛĂХСĂР малашлăх çуккине пурте чухлатпăр пулин те, хамăрăн историе ламран-лама куçарасси пирки шутламастпăр та темелле. Ку тĕлĕшпе Еншикре пурăнакан А. Фролов педагог-ветеран пач урăхла çын. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн ялти шкул директорĕнче тăрăшса пайтах ырă ĕç тунă шур сухал паян та алă усса лармасть. Александр Ивановичăн çемье архивĕнче 50-60 çул каяллахи хутсемпе тĕрлĕ документ, хресченĕн ĕç хатĕрĕпе юр-вар савăт-сапи, пир тĕртмелли, çип таврашĕ хатĕрлемелли тата ытти те питĕ нумай ĕç хатĕрĕ пур. Экспонатсене вăл пурне те тирпейлĕ упрать. Хăйĕн ĕçне пĕр йĕрсĕр çухатас мар тесе çак хастар килĕнчех (кивĕ пỹртĕнче) музей уçма шутланă. Çывăх вăхăтрах кĕрсе курма та пулĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)