15 марта 2014 г.
Культура çулталăкне Именкассисем хаваспах кĕчĕç теме пулать. Юрă-ташă ăстисем кунта та пур-çке. Акă, Г. Хромова, В. Паукина, Галинапа Зинаида Осиповасем, Андрейпа Елена Корниловсем, Антонина Раськина тăтăшах ял халăхне савăнтарса юрăсем шăрантараççĕ. Хăйсемпе пĕрле ыттисене те явăçтарма пултараççĕ вĕсем. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Ĕлĕкхи тата хальхи илемлĕ юрăсене шăрантарчĕç артистсем. Вăхăтпа усă курса ял старости П. Малов пухăннă халăха пушара пула тухнă инкексем çинчен каласа пачĕ, асăрханмаллине аса илтерчĕ, уйрăмах ачасем патне пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ.
Клуб ертỹçи М. Киргизова салтакра пулнисене парнесем пачĕ, пĕрлĕхре пулса кирек хăш мероприятине те ирттерме май пулнине пĕлтерчĕ. Çавна май тепринче ватти-вĕтти сивĕ хĕлĕн кĕлеткине ăсталаса лартрĕ. Çăварни те кăмăллă иртрĕ. М. Киргизова унăн историйĕпе пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕ. Уявра тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем авалхи юрăсене юрласа пурне те тĕлĕнтерчĕç.
М. НЯНИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)