15 марта 2014 г.
Хаçатра пичетленсе тухнă материалсене вуланă, телеперадачăсенче тимлĕ курнă вăхăтрах хальхи пурнăçа ĕлĕкхипе танлаштаратăп та, чĕрене паянхи самана канăçсăрлантарма тытăнать. Хамăн ĕмĕре ялпа, ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнăран-ши, "çитĕнỹсем турăмăр", текен сăмах майлашăвĕсем мана килĕшмеççĕ.
Халь ял хуçалăх производство кооперативĕсем сахалланса пыраççĕ. Фермер хуçалăхĕсем вара аталанаççĕ. Ман шутпа, вĕсем Раççей халăхне кирлĕ апат-çимĕçпе тивĕçтереймеççĕ. Сăмах май, çĕрпе ĕçлекенсен ачисем тухтăр, учитель, юрист пулассишĕн аслă шкулсенче вĕренеççĕ. Диплом илсен хăйсен профессийĕсемпе вăй хурĕç. Ашшĕсене кам улăштарĕ? Çĕр çинче мăян, хыт хура, куршанак, вĕлтĕрен алхасма тытăнмасть-ши?
Манăн чуна ыраттаракан тепĕр ыйту вăл _ ял хуçалăх предприятийĕсенче фермăсем пушанни. Выçлăх вăхăтра, атте-анне каланă тăрăх, ачасене ĕне юр-варĕ вилĕмрен хăтарса хăварнă. Çавăнпах çак пысăк выльăха усрама тăрăшнă. Иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн тĕлне республикăра ĕне-выльăх, сысна шучĕ чакнă. Сурăхпа качакасен вара ỹснĕ.
Колхозсемпе совхозсене панкрута кăларса патшалăха мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ кĕртнине статистика каламасть. Аркану тапхăрĕ ял халăхне йывăрлăха кĕртсе ỹкерчĕ. Паян ялта автан сассисем çеç илтĕнеççĕ. Вăй питти арçынсем мăшăрĕсене, ачисене пăрахса ют çĕре ĕçлеме каяççĕ. Аякран мĕн чухлĕ виле килет...
Куçман пурлăхсене салатса пĕтертĕмĕр. Колхозсем тунă вăхăтра халăхран лашасем, урапасем, çунасем, вăкăрсем пуçтарнă. Сапаланă чухне хресчен сасси кирлĕ пулмарĕ, унпа канашламарĕç. Паян патшалăхран кредит илсе витесем тăватпăр. Банк панă укçапа татăлма ĕнесене сутатпăр. Çакă мар-и вăл пĕр вырăнта тăпăртатса тăни? Агропромышленность комплексне модернизацилесси пирки чылай калаçатпăр, хресчене лăплантаратпăр. Анчах сăмахран урăх нимĕн те çук тесен те юрать. Раççейри ял хуçалăх предприятийĕсем, аталаннă çĕр-шывсемпе танлаштарсан, 3-9 хут юлса пыраççĕ. Ку никамшăн та вăрттăнлăх мар! Çĕр çинче пĕччен е иккĕн ĕçленипе малалла каяймастăн. Апла пулсан, ял хуçалăх предприятийĕсемех кирлĕ.
Манăн чылай çул колхоза ертсе пыма тиврĕ. Çавăн чухне ытти председательсемпе пĕрле Венгринче пулнăччĕ. Унта ял хуçалăх пурнăçĕпе интереслентĕмĕр. Кунта пысăк хуçалăхлă фермерсем кашни культурăпа технологи картти тăваççĕ. Техника пĕр кооперативра упранать. Вĕсене юсама пĕтĕм услови пур. Пирĕн çур аки е вырма вăхăтĕнче трактор, комбайн çĕмрĕлсен эрнипе "сиплеççĕ". Унта вара тỹрех тепринпе улăштараççĕ. Çĕр нỹрĕк чухне акмалла, лартмалла, мĕншĕн тесен май уйăхĕнче çумăр йĕркеллĕ çумасть. Америкăра тахçанах хуçалăхсене пысăклатаççĕ. Вĕсене патшалăх витĕмлĕ пулăшу парать. Пирĕн ял хуçалăх предприятийĕсене валли питĕ сахал укçа уйăраççĕ. Гектарĕ-гектарĕпе сухалама хăватлă техника кирлĕ. Анчах паян ытларах ютран туяннипе усă куратпăр. Хамăрăн ăçта-ши? Пирĕн çĕр çинче мотоблокпа ĕçленипе пысăк тухăç кĕлете кĕмест. Юлашки 20 çулта тĕш тырă, аш-какай, сĕт туса илессипе 1990 çулсенчи шая çитейместпĕр. Ку çеç те мар, çĕре хуçаллă тăвас ыйтăва паян та татса параймастпăр. Тепĕр Столыпин кирлĕ: вăл çулталăкра вĕçлетчĕ.
Ăçта ял нуши-тертне ăнланаççĕ _ унта çитĕнỹ. Ĕлĕкхи вăхăтра çур аки, вырма умĕн телевизорпа Ставрополь, Краснодар тăрăхĕсенче хире ĕçлеме тухни пирки кăтартатчĕç. Эпир те кунта васкама тытăнаттăмăр. Халĕ телеканалсенче ял хуçалăхĕ çинчен пĕлтерменпе пĕрех. Çав вăхăтрах çемьепе пĕрле ларса курма юрăхсăр передачăсем çине-çинех пыраççĕ. Раççей патша вăхăтĕнче юта тырă сутнă, малта пыракан 5 çĕр-шыв хушшинче пулнă. Халь хамăр миллиард-миллиард тенкĕлĕх апат-çимĕç ыттисенчен туянатпăр. Çак укçана ял хуçалăх предприятийĕсене уйăрса парсан вĕсем малалла аталанса кайнă пулĕччĕç. Хресчен хăй туса илнĕ продукцине вăхăтра вырнаçтараймасăр нушаланать. Сĕт хакĕ пысăкланнăранпа ялта ĕнесен шучĕ ỹсрĕ, анчах аш-какая валли сутма усранин усси вара сахалрах. Вăрçă хыççăнхи çулсенче çамрăкки, ватти ял хуçалăхне аталантарассишĕн тăрăшнă. Яш-кĕрĕм вырсарни кунпа шăмат кун чăх каяшĕ, тислĕк, кĕл килтен-киле пуçтарса çỹренĕ. Çынсем хĕвел тухиччен тăрса çĕре лашасемпе сухаланă, акнă. Туса илнĕ тухăçа патшалăха та панă, халăха та валеçнĕ. Пирĕн "Путь социализма" колхоз ĕç кунĕ пуçне 3 килограмм тырă панă. Ĕпхỹри пĕр конференцинче 2020 çул тĕлне ял хуçалăхĕнчи лару-тăру лайăхланасса шантарчĕç. Чăна тухĕ-ши?
В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)