12 марта 2014 г.
КУ ЧУХНЕ Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Кĕçĕн Арапуç ялĕнче килти хушма хуçалăхпа тухăçлă усă куракансем сахал мар. Паян витесенче уйрăм çынсем те виçĕ-тăватă ĕне тытаççĕ. Чылайăшĕ вĕсенчен чĕлхесĕр янаварсене электричество аппарачĕпе сăваççĕ. Ара, унтан тĕлĕнме те кирлĕ мар ĕнтĕ, компьютер ĕмĕрĕнче ĕçе çапла çăмăллатса пыни кăмăллă çеç.
Ял çынни паян урăххишĕн кăмăлсăрланать. Лайăх çанталăкрах электроçутăна çынсене пĕр асăрхаттармасăрах 3 _ 4 сехет таран сỹнтереççĕ те хураççĕ иккен. Ун пек чухне вара кил хуçи алăсăрпа пĕрех юлни каламасăрах паллă. Çакăн пирки пăшăрханса хыпарларĕç те хаçат редакцине асăннă ялти çĕр ĕçченĕсем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)