Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ентеше асра тытса

05 марта 2014 г.

 Кăçалхипе вун тăххăрмĕш хут тухрĕç помост çине çар тивĕçне пурнăçласа вилнĕ салтака, Паттăрлăх орденĕпе Суворов медальне тивĕçнĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă Хирти Пикшикри Фирдус Камалетдинова асра тытса кĕрешỹçĕсем. Унта республикăри районсенчен 100 ытла спортсмен хутшăнчĕ.

"Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне пуçтарăннă халăха район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, А. Краснов директор, республикăри тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕ В. Семенов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар уйрăмĕн пуçлăхĕ П. Васюков, Фирдусăн ашшĕ, пиччĕшĕ тата юлташĕсем саламларĕç.

Парад хыççăн тĕрлĕ çулхи ачасем хăйсен кĕрешỹ ăсталăхне кăтартрĕç. Турнир 14 виçе категорийĕпе иртрĕ: 25 килограмран пуçласа 69 килограмм таранччен. Хăйсен виçисенче Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекен Д. Багринцев, Р. Юсупов, А. Пугачев, С. Мезеветов, А. Чашкин, А. Порфирьев (тренерĕ А. Камалетдинов), Сăкăтри вăтам шкулти Н. Шапкин, Ф. Кариков, А. Чиркин (тренерĕ В. Анюров), Первомайскинчи вăтам шкулти Д. Матюшкин, Д. Клементьев (тренерĕ А. Клементьев), И. Михайлов (тренерĕ М. Зейнетдинов), Патăрьелĕнчи Н. Бородкин (тренерĕ И. Алеев) çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекенсене кĕрешỹ ăсталăхĕпе çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна Сăкăтри, виççĕмĕшне Первомайскинчи вăтам шкула çỹрекенсем йышăнчĕç. Республика тава тивĕçлĕ тренерĕ, Фирдус ашшĕ А. Камалетдинов тренер хатĕрлекен спортсменсенчен улттăшĕ пĕрремĕш, иккĕшĕ _ иккĕмĕш, пиллĕкĕшĕ виç-çĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çĕнтерỹçĕсем яланхи пекех хаклă парнене, медальсене, Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика