22 января 2014 г.
ХАÇАТ-ЖУРНАЛПА тăтăшах çыхăну тытакан, илемлĕ литература вулакан çын яланах ыттисенчен культурăлăхĕпе те, тавра курăмĕпе те çỹллĕрех шайра. Унпа кирек мĕнле темăпа калаçу пуçарма пулать. Еншикри ял библиотекипе çыхăну тытакансем хушшинче те тĕрлĕрен çынсем пур: çамрăксем те, аслăрах çулхисем те. П. Иванов, сăмахран, тивĕçлĕ канура. Кил-тĕрĕшри ĕçсенчен пушаннă хыççăн алла кĕнеке тытасси унăн йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. "Чун апачĕсĕр" пĕр кун та тăраймасть ватă. Пĕлтĕрхи 365 кунта вăл сакăрвунна яхăн кĕнекене "шĕкĕлчесе" тухнă. Çавăнпах ĕнтĕ вулавăш ĕçченĕсем ăна "Çулталăкра чи нумай кĕнеке вулакан" ята парса хисеп тунă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)