18 января 2014 г.
Тăван тавралăха сыхламалли çулталăк Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекенсемшĕн асра юлмалла иртрĕ. Малтанах Ф. Хисамутдинова библиотекарь "Эпир пурăнакан тĕнче" темăпа кĕнекесен выставки йĕркеленĕччĕ. Ăна вăл çулталăк тăршшĕпех çĕнетсе тăчĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕн иккĕмĕш çур çулĕнче тата кăçалхин малтанхи тапхăрĕнче биологи тата хими вĕрентекенĕсем, класс ертỹçисем тĕрлĕ мероприяти сахал мар йĕркелерĕç. Стена хаçачĕсем кăларни те, буклетсем хатĕрлени те ачасен тавра курăмне анлăлатрĕ. Наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнни, кружок занятийĕсене çỹрени тĕпчев ĕçне явăçтарчĕ. Чылайăшĕ çут çанталăк илемлĕхне тишкерсе презентаци хатĕрлерĕç.
Тăван тавралăха сыхлас тĕлĕшпе тумалли ĕçсем сахал мар-ха. Çырма-çатрасене пушă пластик савăтсемпе, ытти кирлĕ мар япаласемпе тирпейсĕрлетекенсем пур. Çут-çанталăка варалаççĕ вĕсем. Сывлăшне вара хамăрах сывлатпăр-çке. Апла пулсан йĕрке тума пурин те тăрăшмалла. Çурт та, унăн умĕ те, тăван тавралăх та тирпейлĕ пултăрах.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)