15 января 2014 г.
Çĕр-шывшăн йывăр вăхăтсенче те ĕçпе кану яланах юнашар пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче те çынсем юрланă та, ташланă та... Пурнăç тени хăй хурапа шурă черетленипе шайлашăнса пырать-çке. Кирек мĕнле хуйхă та вăхăт иртнĕçемĕн майĕпен пирчет, йывăрлăх та иртсе каять. Ун пек чухне вара кĕвĕ-çемĕ чуна пусарать, çăмăллăх парать. Çапла мар-и-ха?
"Авангард" хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче А. Егорован "Халăх клуба тухмасть" статйи пичетленнĕччĕ. Тĕрĕс ыйту хускатать журналист. Ман шутпа район центрĕнче концерт-спектакль е ытти культура мероприятийĕ ытларах иртет. Тен, çавăнпах пулĕ халăх клуба тухасшăн мар. Ялсенче вара вĕсем халăх йăлăхмаллах пулмаççĕ тесе калас килет.
Ку тĕлĕшпе пирĕн Кĕçĕн Арапуçсем кирек мĕнле концерт-пухăва та кар пуçтарăнаççĕ темелле. Чылай чухне клубра пушă вырăнсем те çук. Акă, нумай пулмасть Григорий Вакку артист пирĕн патăрта "Хурăнташ" ушкăнпа пулчĕ. Халăх питĕ кăмăлласа йышăнчĕ вĕсене. Куракансем Оксана Степанова, Денис Антипов, Настя Адякова шăрантарнă "Туслăх юрри", "Мĕн сунар тăвансене", "Тепре тĕл пуличчен" тата ытти юррисене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Ку чухне хамăр кăмăла хамăр уçмасан никам та пулăшмасть. Пурнăçра кашниех хастар пулма тăрăшмалла. Сăмахран, ялти хисеплĕ çыннăмăр Алексей Федорович Краснов пĕр концертран, мероприятинчен те юлмасть. Хăй те юрлама юратать, урхамах пек тапăртатса çеç тăрать. Вăл _ пуриншĕн те ырă тĕслĕх.
Юлашкинчен хамăн шухăшăма вĕçлесе акă мĕн калас килет. Черетленсе пыракан ят панă çулталăксем пурте халăх пурнăçĕпе, малашлăхĕпе, йăли-йĕркипе... çыхăннăскерсем. Культура çулталăкĕ ваттине те, вĕттине те пырса тивет. Çавăнпа та çитес çул ял тăрăхĕсенче вырăнти халăха чун-чĕререн хавхаланса ĕçлеме, канма мĕн пур условисем туса памалла. Тен, хăшĕ-пĕрне тỹлевсĕр те йĕркелемелле. Ял çынни культура вучахĕнчен ан пистĕр.
А. ПЕСТРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)