07 декабря 2013 г.
Хирти Пикшикри вăтам шкулта районти вĕренỹ учрежденийĕсенчи чăваш чĕлхипе литература учителĕсен семинарĕ иртрĕ. Хăнасене наци тумĕллĕ ачасем кĕтсе илчĕç. Малтанах шкул музейĕпе паллаштарчĕç. Экскурсоводсем сайра тĕл пулакан экспонатсемпе хăш вăхăтра усă курни çинче чарăнса тăчĕç, хăйсен пĕчĕк "çĕр-шывĕпе" паллă çыннисем çинчен тĕплĕн каласа пачĕç.
Семинара хутшăннисем А. Пестрова учительница вуннăмĕш классемпе Г. Тимофеевăн "Тăрăхьял" произведенийĕ тăрăх ирттернĕ урокĕнче пулса 19 ĕмĕрти чăвашсен пурнăçне, йăли-йĕркине шĕкĕлченине итлерĕç. Хамăр тăрăхра çак вăхăтра пурăннă мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине аса илчĕç. Çавăн пекех Л. Пестров учителĕн улттăмĕшсен чĕлхе урокĕнче пулчĕç. Класс тулашĕнчи ĕç те килĕшрĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)