Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медальпе чысланă

07 декабря 2013 г.

Кĕçĕн Арапуçĕнчи Зинаида Мефодьевнапа Игорь Иванович Красновсем ултă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест тенĕ евĕр ывăлĕсемпе хĕрĕсем ашшĕ-амăшĕ пекех харсăр. Акă, Иван халĕ çар ретĕнче тăрать. Юлташĕсем хушшинче часах авторитет çĕнсе илме пултарнă вăл. Аслисем хушнине чăваш каччи тỹрĕ кăмăлтан, вăхăтра пурнăçланипе палăрать. Ашшĕ-амăшĕн пилне çирĕп тытнăран командованин тав сăмахне тивĕçнĕ Ваня. Çакна нумаях пулмасть тăван киле янă çыру та уççăн çирĕплетет. Тепĕр савăнăçлă хыпарĕ те хыççăнах çитнĕ. Амур çинчи Комсомольск хулинчи чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе яма хутшăннăшăн Иван Краснова медаль парса чыс тунă. Ырă хыпар кама савăнтармĕ?!

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика