23 ноября 2013 г.
_ Маншăн чỹк уйăхĕнче виçĕ уяв пĕрле килчĕç. Виçесĕр савăнăçли вара _ иккĕмĕш мăнуклă пулни. Çĕнĕ Шупашкарти полици пайĕнче ĕçлекен Эдуард ывăлсен тахçантанпах кĕтекен ача çуралчĕ. Аннешĕн çакăнтан хакли мĕн пултăр. Ăрăва малалла тăсакан чи хаклă пуянлăх вĕт вăл. Ялта пурăнакан Димăсен те Ульяна ỹсет.
Иккĕмĕшĕ _ Раççейри аннесен кунĕ. Вĕсен хушшинче вара _ хамăн çуралнă кун, _ тет Тикешри Л. Селиванова.
Анне _ кашни çыншăн чи çывăххи, чи лайăххи вăл. Юрату çăл куçĕ те, кил ăшшине, хăтлăхне упраканĕ те хĕрарăмах. Çак енсем пуртан сăмах пуçарас килчĕ Лидия Евдокимовна пирки. Телей уççине çăмăлпа тупайман вăл. Паянхи ытлă-çитлĕ пурнăç та ун тĕлне таса пĕлĕтрен йăтăнса анман. Кашни хуйха-суйха чун-чĕре витĕр кăларнă. Хăй çынна ăнланма пĕлнĕрен, кỹршĕ-аршăпа, тус-тăванпа, ял-йышпа пĕр çăварта пурăннăран ят-сум çĕнсе илнĕ. Çынна ырă тăвасси нихăçан та пĕтмест унра. Çак кунсенче Л. Селиванова Ыхра Çырминчи вăтам шкула çитрĕ. Кунта Чăваш Ишекĕнчи Уткинсен усрава илнĕ ачисем те вĕренеççĕ. Çитĕнекен ăрури çичĕ пулас салтака сумлă парнесем кỹчĕ. Çакăншăн 4 класри Рома, унăн пиччĕшĕ Никита, тепĕр пĕр тăванĕ Алеша, улттăмĕшĕнчи Николайпа вуннăмĕшĕнчи Андрей пĕр вартан тухнăскерсем, çиччĕмĕшĕнчи Денис хĕпĕртемеллипех хĕпĕртерĕç. Ялти шкула çỹрекен Рома валли те парнесем хунă.
_ Пире ыр туни çĕре ан ỹктĕрех,_ терĕç тав туса ачасем. Пурте маттурскерсем хăйсем. Таса та тирпейлĕ çи-пуçпа. Амăшĕн, Каролина Анатольевнан, куçĕнчен пăхса çеç тă-раççĕ.
Çакна сăнанă Лидия Евдокимовнан куçĕсене çутă куççуль те тулчĕ. Салам сăмахĕсене те вăл çăта-çăта çеç калайрĕ. Çут тĕнчене килнĕ ачасен ашшĕ-амăшĕн хỹттинче ỹснине мĕн çиттĕр. Хăйĕн те Василий Феоктистович мăшăрĕ чире пула пурнăçран ир уйрăлчĕ-çке. Юрать хуçăлса ỹкмерĕ хĕрарăм. Паян пурте хыçа юлнă ĕнтĕ.
Ытла та хытă юратма пĕлет ачасене Л. Селиванова. Çавна пулах ĕнтĕ вăл воспитательница пулма вĕреннĕ. 10 çул "Батыревский" совхозăн садикĕнче ĕçленĕ. Пурнăç пăрнăçĕ вара урăх çулпа утма хăнăхтарнă. Районти ватăсене кăмрăкпа тивĕçтерес енĕпе вăй хунă çулсем те асрах-ха. Канаша епле ир çитмеллеччĕ ун чухне. Транспорчĕ те кирлĕччĕ. Ку ĕç те вăраха каймарĕ. Паян организацин ячĕ-шывĕ те юлман. Хуçалăха тытса пымалла, ачасене пулăшмаллах-çке. Вара хĕрарăм предпринимательство ĕçне кỹлĕннĕ. Хапсăнчăк кăмăл çук унра. Çавăнпа ĕçĕ те ăнса пырать. Арçын тумтирĕ сутакан пай тытса тăрать вăл. Таварĕсем вара самай йỹн.
_ Иртнĕ çул шкула каякан ача валли костюм шырама Шупашкарах кайнăччĕ. Çỹллĕскер те алли вăрăм унăн. Çавăнпа виçеллĕ тумтир тупма та кансĕр. Кайсаров фирминне 4800 тенкĕпе туянса килнĕччĕ. Кăçал та çак ыйту канăç памарĕ. Хамăр патăртах тупма май пулчĕ ăна. 2900 тенкĕпех. _ Савăнăçне пытараймасăр калаçнине илтнĕччĕ пĕр ача амăшне ун патĕнче.
Кăçалхи вĕренỹ çулĕнчен кашни шкултах ятарлă формăпа çỹреме пикенчĕç. Арçын ачасен тумтирне вара Л. Селиванова сĕнчĕ. Шăнкăртамри, Тутар Сăкăтĕнчи, Ыхра Çырминчи вăтам шкулсене тавара кайсах сутрĕ. Ашшĕ-амăшĕн ăна шыраса хăшкăласси те пулмарĕ. Çакăн чухне курнăччĕ те ĕнтĕ вăл Уткинсен ачисене. Куç хывнăччĕ. Унсăрăн паян çие тăхăнмалли юрăхлă тумтир парне кỹме епле пĕлĕн.
Ваттисен халалне тĕпе хурса пурăнма тăрăшать Лидия Евдокимовна. Çурта килен çынна иртех теме пĕлет, хирĕç тĕл пулакана сывлăх сунатех. Кирлĕ-кирлĕ мара калаçса çỹресси çук унра. Юрра-ташша та маçтăр. Иртнĕ çулсенче хĕллехи вăрăм каçсене ялти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнне çỹресе кĕскететчĕ. Халăх хушшинче пулнăран халĕ пур унăн. Эппин малашне те вăй-хал ан иксĕлтĕрех.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)