02 ноября 2013 г.
_ Хĕр ача ашшĕне пăхсан телейлĕ пулать тенине илтнĕччĕ, манăн мăшăрăм Мария та пур енĕпе те хуньăмах хывнă. Телейĕ юнашарах. Пурнăçа ỹпкелемелли çук, _ терĕ пĕринче Кĕçĕн Арапуçĕнчи хисеплĕ ватă В. Селиванов.
_ Арçыннăн çурт лартмалла, çемьеллĕ пулса ача-пăча çуратса ỹстермелле, йывăç ĕрчетмелле, теççĕ. Çаксене мăшăрăм тивĕçлипех пурнăçларĕ. Кăçал кĕркунне çеç Шурут çырми авăнса Пăлана юхса тухакан вырăна 50 хыр хунавĕ илсе килсе лартрăмăр,_ калаçăва малалла тăсрĕ çур ĕмĕр пĕрле пурăнакан Мария Семеновна.
Пăхатăн та вĕсем çине _ тĕлĕнетĕн: вашаватлăхĕпе, вăр-варлăхĕпе тепĕр çамрăкран та ирттереççĕ, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ, ĕçрен ỹркенмеççĕ, кĕçĕннисене пурнăçа хăнăхтараççĕ, ватăсене сума сăваççĕ, яшпа шỹтлеççĕ, ăрăва малалла тăсакансемпе савăнаççĕ.
Хĕрĕ те, ывăлĕсем те пур Селивановсен. Рудольф Патăрьелĕнчи "Россельхозбанк" ертỹçинче, Владик "Роспотребнадзор" уйрăмĕнче, Эля Именкассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хураççĕ. 4 мăнук та ỹсĕмĕсемпе савăнтараççĕ.
_ Çуллахи каникулсенче, канмалли кунсенче çурт тулать ăрăва малалла тăсакансемпе. Вĕсемсĕр темиçешер сотăй çĕр улми, сухан, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, выльăх кăшманĕ, ыхра çитĕнтереймен те пулăттăмăр. _ тет Мария Семеновна. Мĕн кăна çитĕнтермеççĕ çĕр çинче Селивановсем! Çĕр улми çеç 5 сорт вĕсен: импала, роко-роко, ретдив, любава, невский. Типĕрех çул тухăç параканни те, нỹрлĕрех чухне йăтăнаканни те, пĕçернĕ чухне кĕрпеклĕн саланса каяканни те, çиелерех куçли те пур. Сухан-севок, кишĕр, чĕкĕнтĕр лаптăкĕсем те пĕчĕк мар. Кăçал çеç, акă, килес çул акмашкăн 47 килограмм штутгартен сухан вăрлăхне хатĕрленĕ, 7 килограмм хĕрлине туса илнĕ.
_ Вăрлăхсен енĕпе мăшăр яваплă пирĕн. Пурне те хамăр туса илетпĕр. _ тет Мария Семеновна упăшки пирки.
Чăнах та, Василий Михайловичăн илнĕ пĕлĕвĕ те, ĕçлĕ практики те çителĕклех. "Герой" колхозăн пуçламăш комсомол организацийĕн секретарĕнче ĕçленĕ чухнех ăна сăпайлăха, ĕçе пуçарса вĕçне çитерме пултарнине кура комплексла бригада бригадирне уйăрса лартнă. Каярахпа партком секретарьне çирĕплетнĕ. Унтан парти райкомĕн организациллĕ пай заведующине куçарнă. Пултарулăхне, ял хуçалăх ыйтăвĕсене тарăннăн ăнланнине кура вара "Труд" хуçалăха ертсе пыма суйланă. Çав çулсен чапĕ паян та сỹнмен-ха.
Акă мĕнле аса илет çакăн пирки Василий Михайлович:
_ Халĕ "Труд" коллективлă ял хуçалăх предприятине ертсе пыракан Н. Михайлов ун чухне комплексла бригада бригадирĕнче ĕçлетчĕ. 1987 çулта тĕш тырă тухăçĕпе малта пыракан "Герой", "Гвардеец" колхозсенчен иртме пултартăмăр. "Ленинец" хуçалăха "парăнтармаллаччĕ" пирĕн. Тухăçа гектартан 35 центнертан ирт-терсе вĕсенчен иртрĕмĕр.
Е тепĕр тĕслĕх илсе кăтартам. Малта пыракан хуçалăхсене республикăра та пỹрне хуçса шутлама пулатчĕ. Тĕш тырă ытларах çитĕнтернипе савăнмалли çеç пулман. 3 кунра патшалăха 105 тонна тырă леçме хушу пачĕç. Юрать Николай Михайлович (хампа пĕр тăван) Первомайскинчи АТПра ертỹçĕре ĕçлетчĕ. 15 ЗИЛ автомашина пачĕ. Тĕллеве пурнăçларăмăр...
Нăрваш Шăхальсем ун чухне çĕр ĕç культурине çỹллĕ шая çитерме пултарчĕçех-çав. Районта пĕрремĕш, иккĕмĕш вырăнсене тухса куçса çỹрекен Хĕрлĕ Ялав илчĕç.
Йывăç лартас ĕçе те Василий Михайлович хуçалăх ертỹçинче тăрăшнă чухнех пуçарнă. Шăхальсен çут çанталăк илемĕпе киленмелли вырăнĕсене çав вăхăтра тунă. Ун чухне колхозсем тĕрлĕ енлĕ аталаннă. Сысна пуçне кăна икĕ пин çурра çитернĕ. Акă ăçтан пырать иккен Василий Михайловичăн килĕнче паянхи кун выльăх-чĕрлĕх йышлă тытасси те.
_ Сăвакан ĕне виççĕччĕ. Пĕрне сутрăмăр. Ăратлăскерсем вĕсем пирĕн. Пушмак пăру çулленех çитĕнтеретпĕр. Аш-какая ярассишĕн выльăха ỹстерместпĕр те. Сутнă чухне те çавнах палăртатпăр. Паянхи кун та Кивĕ Ахпỹртсем, Туçасем, Шăхальсем пирĕн ĕнесене мухтаççĕ. _ тет Мария Семеновна.
Кинĕпе ывăлĕ ĕçре чухне выльăх патĕнче ватăсем. Çулĕсене кура ай сарăмне улăштараççĕ, шыв параççĕ. Ĕшеннĕ хыççăн пỹрте кĕрсе канлĕн вĕри чей ĕçме те кăмăллă. Пỹрчĕ-çурчĕ аслă, залĕ, кухни, çывăрмалли пỹлĕмĕсем те ирĕк. Кашни чỹрече çинчех _ илем кỹрекен чечексем. Куç вĕсем çинех ỹкет.
_ Пахчара тата илемлĕскерсем ỹсетчĕç. Малтанхи сивĕсем пулсан пурне те кăкларăмăр. Розăсене хĕл каçма хатĕрлесе лартрăмăр. Георгинăсемпе гладиолуссен тымарĕсене кĕртрĕмĕр. Пионсемпе флокссене çаплах хăвартăмăр,_ кашни çеçкене мĕнле пăхни таранах хутшăнса калаçать Василий Михайлович.
_ Çеçкене питĕ юратать. Орел облаçне канма кайсан унтан та сарă чечек тымарне илсе килчĕ. Пирĕн таврара унашкалли çук. Хăш ỹсен тăран тепринпе юнашар килĕштернине те вăлах пĕлет. Пăла хĕрринчи çĕр лаптăкĕнче хăва ỹсетчĕ. Ытти йывăçсене ниепле те тымар яма парасшăнах мар. Майне тупрех Василий. Çĕмĕрт çеç 30 тĕмрен кая мар унта. Çуркунне мĕнле хитре çавăнта. Шап-шурă çеçке. Ун хыççăн сирень çурăлать. Чăрăш, хыр хĕл каçипех симĕс. Хурăн та хăйне май илемлĕ. Вăрăран каштан ỹстерет,_тет Мария Семеновна.
Ĕçлеме ỹркенменренех пахчара дыня, слива, хура, хĕрлĕ, шурă хурлăхансем, йĕпсĕр крыжовник çитĕнтереççĕ Селивановсем. Кăçал панулмийĕ те ытлă-çитлĕ пулчĕ. Варенийĕ, повидли, йỹçĕтнĕ панулмийĕ, пылак шывĕ, какайĕ, сĕчĕ-çăвĕ _ пурте пур килте. Ку енĕпе кинĕсем те ăста. Хĕрĕ те ỹркенекенни мар.
_ Анне пирĕн 96 çулччен пурăннă. Паянхи пек сывлăхпа çỹресен çав çула, тен, çитĕп те-ха,_ тет Мария Семеновна.
Çынна ыр сунакансем, никамăн телейне те хапсăнманскерсем Селивановсем. Кирек кама та алă тăсса пама хатĕр вĕсем. Çавăнпа та Турри пулăшсах пырать-тăр мăшăра. Пурнăç вĕсене хăйĕн мĕн пур илемне панă. Эппин, малашне те вĕсен ылтăн çĕрĕ пек çап-çаврака пурнăç çулĕ яка пултăр.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)