Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иван Михайлович Селиванов

30 октября 2013 г.

Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ Иван Михайлович Селиванова пирĕн вулакансем аван пĕлме тивĕçлĕ _ "Авангард" хаçатра ун пирки пĕрре кăна мар çырнă. Утмăлтан иртнĕ хастар вăхăтĕнче Хусанти ветеринари институчĕпе аспирантурăран вĕренсе тухнă хыççăн ĕç биографине çырма кĕçĕн наука сотрудникĕнчен пуçланă, хăйĕн хастарлăхĕпе тата çивĕчлĕхĕпе палăрса аслă вĕренỹ заведенийĕн ректорне (2000 çулта) çитнĕ. Халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкарта вырнаçнă патшалăх тытăмне кĕмен технологипе управлени институтне ертсе пырать. Аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ чăваш ачи тахçанах биологи наукисен докторĕ ĕнтĕ, профессор. Ăсчах ку тарана çитсе 200 ытла наука ĕçĕсем пичетлесе кăланă, 3 монографи хатĕрленĕ. Вăлах 5 усăллă модель тата изобретени патенчĕсен авторĕ.

Ентеш çуллен вун-вун яш-кĕрĕме пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма пулăшакан тĕрлĕ професси панипе кăна лăпланса лармасть. Общество ĕçĕнче те хастар вăл. И.М.Селиванов _ Раççей регионĕсенчи вĕрентỹ организацийĕсен (патшалăхăн маррисен) Ассоциацийĕн Чăваш уйрăмĕн председателĕ, Атăлçи Федераци округĕнче "Агропромышленноç комплексне аталантарасси" приоритетлă наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен Эксперт Канашĕн (кашни республикăпа облаçран пĕрер представитель кăна) членĕ, Вĕрентỹ тата наука сферинчи надзор федераци службин эксперчĕ. Икĕ çул каялла ăна Европăри "Профессисем _ чикĕсĕр" проектăн (штаб-хваттерĕ Болгари республикинчи Бургасра) координаци совечĕн председателĕн çумĕ те пулма çирĕплетрĕç.

Выртан каска мăкланать, тенине асра тытса пирĕн ентеш малта пыракан опыта вĕренме, çĕнĕлĕхсемпе паллашма Раççей тăрăх кăна мар, ют çĕр-шывсене те тăтăш тухса çỹрет. Хăйĕн патне те таçтан-таçтан хăнасем килсе тăраççĕ. Ку кăна та мар-ха, усăллă та пысăк мероприятисем йĕркелеме те пулăшаççĕ вĕсем. Çакна кăçал ака уйăхĕнче вуз стенисем хушшинче Европа Бизнес Ассамблейĕн генеральнăй директорĕ, Оксфорд (Великобритани) университечĕн профессорĕ Джон Неттинг тата Мускаври бизнеспа çыхăннă паллă ăсчахсемпе специалист-практиксем хутшăннипе Чăваш Енте эксперт енне сулăннă предприятисен руководителĕсене пуçтарса пĕр тỹлевсĕр эрнелĕх курссем йĕркелени те аван çирĕплетет.

Çак кунсенче Иван Михайлович патне савăнăçлă хыпар çитнĕ _ ăна Европăри Бизнес Ассамблейин аналитика департаменчĕ темиçе кандидатсенчен суйласа илсе Европăри ректорсен Клубне (урăхларах ăна Оксфорд клубĕ теççĕ) илме сĕннĕ. Çак авторитетлă ушкăн Университетсен Аслă хартийĕн тата Болонья декларацийĕн сĕнĕвĕсемпе тата положенийĕсемпе ĕçлет. Унăн стратегиллĕ тĕллевĕ _ вĕрентỹ учрежденийĕсене вĕрентỹпе методика, наукăпа тĕпчев, культурăпа çутăлăх ĕçĕ-хĕлне аталантарма пулăшасси тата координацилесси пулса тăрать. Унта кĕме ай-яй йывăр _ алисем сĕре вĕтĕ. Çавăнпа асăннă клуба йышăнни вăл пĕр хăйĕншĕн кăна мар, республикăшăн та, пирĕншĕн те, унăн ентешĕсемшĕн, пысăк чыс. Сăмах май каласан, хамăр республикăра халиччен нихăш институтпа университет е академи пуçлăхĕ те кунашкал хисепе çĕнсе илеймен.

Члена илни çинчен Клуб почтăпа куçа савăнтаракан сертификат-диплом ярса панипе кăна çырлахмасть. Оксфорд хулинче раштав уйăхĕнче ятарласа церемони ирттерме "Наука тата вĕрентỹ" лидерĕсен саммитне пухаççĕ. Инвесторсен, ученăйсен тата ректорсен кашни çул ирттерекен форумне Европăри, Азири, Африкăри тата Америкăри вăтăр ытла çĕр-шыв элити хутшăнать. Программăра _ тĕрлĕ презентацисем, экспресс-куравсем, экскурсисем...

Эпир хамăр енчен Иван Михайловича çак виçĕ куна пыракан чаплă пухăва кайса килме телейлĕ çул сунатпăр!

Н. ЛАРИОНОВ                              

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика