31 августа 2013 г.
Районти пушар надзорĕнче августăн 23-мĕшĕ тĕлне районта вут-кăварпа пулнă 33 тĕслĕхе шута илнĕ. Синкерлĕ инкексем пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 35 процент ỹснĕ. Уйрăмах Патăрьел, Первомайск, Аслă Чемен, Пикшик тăрăхĕсенче ытларах. Пушарсен сăлтавĕ тĕрлĕрен: электрокăмакапа, газ приборĕсемпе усă курнă чухне асăрханусăр пулни, ачасем шăрпăкпа алхасни. Вут тĕртни те пур. Чи пысăк кăтарту _ кил-тĕрешре кăвайт чĕртнĕ е мунча хутнă вăхăтра хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни. Иртнĕ çул çак "диагнозпа" икĕ пушара парăнтарнă, кăçал вара самай ытларах: вутпа кĕрешекенсем тăхăр хутчен те васкавлăн тухса кайнă.
Нумай пулмасть районти пушар надзорĕпе пушар чаçĕн ĕçченĕсем республикăри МЧС представителĕсемпе пĕрле йывăр лару-тăрăва çакланнă ял халăхĕпе вырăнсенче курнăçса профилактика ирттерессин тĕп сăлтавĕ те çакă пулчĕ. Рейд бригадине республикăри пушар надзорĕн управленийĕн пай пуçлăхĕ А. Игнатьев, Канашри пушар службин начальник çумĕ П. Солодовников, районти пушар чаçĕн начальникĕ Ю. Воробьев, районти пушар надзорĕн инспекторĕ Д. Измайлов хутшăнчĕç.
Ятарлă ушкăн малтан Первомайскинчи ял тăрăхĕнче пĕччен пурăнакан, нумай ачаллă, пурнăçа çăмăлах мар сыпăнтарса пыракан çемьесенче пулчĕ, хуçалăхра электричествăпа, газпа усă курнă, вутă хутнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнле пăхăннипе кăсăкланчĕ, асăрханă çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтермеллине каласа хăварчĕ.
Асăннă ял тăрăхĕн яваплăхĕ çинче 2009 çултанпа ирĕклĕ пушар обществи ĕçлет. Маларах вăл пушар чаçĕ çинче шутланнă, халĕ _ районти ВДПОн. Çак тăрăхра пулакан пушарсене тăватă çынран тăракан бригада яланах хастар хутшăнать. Кун валли икĕ тонна шыв кĕрекен ЗИЛ _ 131 автомашинăпа мотопомпа юсавлă. Сыхă тăракана çеç Турă сыхланине шута илсе ял çыннисем автомашинăна тирпейлĕ тытса тăма çулсеренех кашни çемьерен 250-шар тенкĕ укçа пуçтараççĕ. Инкек тени никама та куçа курăнса килмест-çке.
Пикшик ял тăрăхĕнче нормативлă право докуменчĕсемпе, ирĕклĕ пушар служби вырăнта мĕнле ĕçленипе паллашнă хыççăн Еншикри хăш-пĕр уйрăм çынсемпе, çемьесемпе вут-çулăм тухасран сыхă пулмалли йĕркесем пирки калаçрĕ, çак ялшăн, уйрăмах кỹршĕ-аршишĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан Плотниковсем патĕнче пулчĕ. Ĕçкĕ-çикĕ ăшне путнă икĕ арçын пурăнакан çуртра кирек хăш вăхăтра та вут-çулăмпа çыхăннă инкек йăтăнса анма пултарать. Çурта хĕлле вутăпа хутса ăшăтаççĕ. Электричество çутине энергетиксем касса кайнă, анчах унпа хăйсем пĕлнĕ пек юпаран усă курма хăтланаççĕ-мĕн. Пỹртрех чикарккă мăкăрлантарнăран çăра тĕтĕм куçа кĕрет. Кил хуçисем ăна вырăн çинчех паклаттараççĕ курăнать _ тĕпĕсем те çаплах выртаççĕ. Апатне вара темĕнле шăтăк-путăк сарайĕнче вут хутсапĕçеркелеççĕ. Пĕр хăр ушсăрлăх йĕркине пăхăнни те çук. Явсан-явсан вĕренĕн те вĕçĕ пур. Кунта та хурлăхпа вĕçленме пултарать. Ял тăрăхĕ, кỹршисем асăрхаттарнине пуçтахсем нимĕн вырăнне те хумаççĕ. Хăрушлăха вара сирмеллех. Кăна, паллах, вырăнти влаçпа депутатсен, старостăсен, участковăйсен йышăну тумаллах.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)