10 августа 2013 г.
ЕНШИКРЕ пурăнакан Николай Федорович Урмакова таврари ялсем те пĕлеççĕ-тĕр. 82 çулхи шур сухал хăйĕн ĕмĕрĕн шăп та лăп çуррине хурçă "ут" çỹретнĕ, ĕлĕкхи "Герой" колхозăн хисеплĕ тракторисчĕ пулнă. Тăххăрмĕш теçеткене пуснă ватă паян та кĕрĕк арки çеç йăваласа лармасть. Староста хăй вăйĕпе ял çывăхĕнчи вăрман çумне самай пысăк кỹлĕ чавтарнă. Çакăншăн вăл вăтăр пин пенси укçине кăларса хума та хĕрхенмен
Ырă çыннăн ĕмĕчĕсем татах та пысăк-ха. Çак вырăнтах вăл кану хăтлăхне тăвасшăн, шывра пулăсем ĕрчетесшĕн...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)