Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван шкул асрах

07 августа 2013 г.

Ачалăх - телейлĕ вăхăт: малашлăхри ĕмĕтсем пурнăçланса пыраççĕ, асамлăх яланах сан çумра. Шкулти самантсене аса илсен куç умне эпĕ мĕнле пĕрремĕш класа кайни, анне алăран çавăтса пĕчĕкçĕ ачана ăсатни тухса тăрать.

Шкул вăл иккĕмĕш кил. Унта эпĕ ăс пухма каятăп. Учитель вара атте е анне вырăнĕнче. Вĕсем сана ырăпа усала уйăрма, пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма вĕрентеççĕ.

Эпĕ Хирти Пикшик шкулне çỹренĕ. Тутарсемпе пĕр класра вĕреннĕ, туслă пурăннă. Уявсене тĕплĕн хатĕрленнĕ, пĕрле савăннă. Класра 15-ĕн ăс пухнă: 13 хĕр ача, 2 арçын ача. Эпир нихăçан та пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа курман, яланах пулăшса пынă.

Учитель кунне мĕнле хатĕрленнине халĕ аса илетĕп. Сценарине хамăрах тунăччĕ. Вĕрентекенсем çав кун "ача" вырăнĕнче пулнă: шурă бантикпа, шкул формипе çỹренĕ. Ачасем вара учительсем: журнал тытса урок ертсе пынă. Эпĕ те тема ăнлантарса куртăм. Вĕсем вара мана тимлĕн итлесе ларчĕç. Юлашкинчен пĕтĕм класа "пиллĕк" лартса патăм.

Шкул пирĕн икĕ хутлă. Столовăй пур - яланах тутлă апат çитереççĕ. Пухусем ирттерме- акт залĕ. Библиотекăра хăвна кирлĕ кĕнекене тупма пулать. Музее кĕрсессĕнех иртсе кайнă вăхăтсене лекнĕн туйăнать.

Шкул ертỹçи - Н. Хуснетдинов. Хăйĕн çирĕп, çав вăхăтрах ырă куçĕпе пире лайăх япаласене курма тата ăнланма вĕрентнĕ, унăн тĕрĕс асăрхаттарăвĕсем ачасенче тỹрĕлĕх, чыслăх, ĕçченлĕх никĕсленĕ.

Класс ертỹçи И. Пелеев питĕ çирĕп кăмăллă. Ун урокĕсенче ачасем яланах шăп-шăпăрт ларнă. Шкулта йĕрке тытса тăнă вăл.

Математикăпа М. Клементьева пире яланах тĕрлĕ задача шутлаттаратчĕ. Эпир вара савăнса кайсах ăмăртса тупсăмне шыраттăмăр. Кам маларах шутласа пĕтерет, çавна "пиллĕк" лартса паратăп тесе илĕртетчĕ вăл.

Малтан "Хăçан шкул пĕтеретĕп-ши?" тесе шухăшлаттăм. Халĕ вара пĕрре те вĕренсе пĕтернĕ пек туйăнмасть - чун шкулаллах туртать. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, анчах та пĕлỹ çуртĕнче ирттернĕ вăхăтсем - чи лайăххисем. Хыçра - ачалăх, выляни, кулни, шавлă тăхтавсем, вĕренмен уроксем... Яланах пирĕнпе пулаççĕ çак телейлĕ вăхăтсем.

Д. КУСТОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика