Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшни çеç сахал. Пысăк хевте кирлĕ

03 августа 2013 г.

 Çапла хак пачĕ хăйĕн ĕçне спорт каçалăкĕнче пилĕк çул каялла пуçласа çитĕнỹ тума пикеннĕ çамрăк.Хирти Пикшикре çуралса ỹснĕ юман пек кĕрнеклĕ те тĕреклĕ каччăн помост çинче кĕрешсе çĕнсе илнĕ ылтăнпа кĕмĕл паллăсен, Хисеп грамотисемпе дипломĕсен тĕр-кемĕ вара алă туни хулăнăш та пур-тăр. Район, республика, федераци шайĕнче илнĕ вĕсене. Çапах та чи хакли, пĕлтерĕшли, сулмаклă ỹсĕмсем тума хавхалантараканни хăшĕ-ши? Ильназ Чемеров кун пирки нумай шутласа тăмарĕ, кăçал Оренбург хулинче Атăлçи Федераци округĕнче ФИЛА орденĕн кавалерĕн Е. Сусоевăн призне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртуран çакса килнĕ медале ыттисенчен уйăрса аллине илчĕ. Ун чухне вăл 120 килограмлă виçеллисем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă.

- Хальлĕхе архиври тупрасенчен чи пахи тесе çак наградăна шутлатăп. Вăл маншăн чикĕ мар. Кăçал аслă шкула вĕренме кĕнĕ хыççăн тăрăшулăхпа чăтăмлăха тата ытларах туптама тивĕ. Студент шайĕнче тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнас кăмăлăм та çирĕп. Хусанта иртнĕ универсиадăри Раççей çамрăкĕсен çитĕнĕвĕпе, ăнăçăвĕпе эпĕ те питĕ хăпартлантăм. Пысăк спорт - манăн пысăк ĕмĕт, - ăшшăн йăл кулчĕ каччă.

Хирти Пикшикри вăтам шкултан кăтартуллă вĕренсе тухнă спорт мастерĕн кандидачĕн (çак хисеплĕ ята вăл 2010 çултах тивĕçнĕ) тĕллевĕсене пурнăçлама кăмăлĕ те, опычĕ те пур. Çакăншăн вăл хăйĕн çумĕнче яланах ырă канаш-сĕнỹпе пулăшакан тренерне Ильфак Фиркатович Алеева чун-чĕререн тав тăвать. Кĕçĕн класран пуçласах уçнă вăл ăна кĕрешỹ вăрттăнлăхĕсене. Çиччĕмĕш класра пĕрремĕш хут районта Араев парнине çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртури çĕнтерỹ те çăмăлах пулман. Ильназ ăна нихăçан та манмасть. Ун чухне арçын ачан ăмăртăва хатĕрленсе хăйĕн вĕрентекенĕпе самай тар тăкма тивнĕ. Тăрăшни вара харама кайман.

Çирĕп никĕслĕ çурт ĕмĕр ларсан та çурăлмасть. Ача та çавах: ăна сак урлă выртнă чухнех тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерсен, ăслă-тăнлă та, çирĕп сывлăхлă та, мал ĕмĕтлĕ те пулать. Ильдар Минсаматовичпа Гелюсе Минулловна Чемеровсем те ывăлĕсем пĕчĕк чухнех вĕсем пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илччĕр тесе тимленĕ: шкулта мĕнле вĕреннине сăнаса тăнă, ачалла ĕçе явăçтарнă, чăн-чăн арçын пулса ỹсме спортпа туслаштарнă. Паян ашшĕпе амăшĕн куç тулли пепкисемшĕн пичĕ хĕрелмест.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика