Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш модуль йышши

03 августа 2013 г.

ФАП Пикшик ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн кăçал историне юлмалли самантсем пĕрре çеç мар пулчĕç. Иртнĕ уйăхра кунта район кунĕ анлăн иртрĕ. Акă тепĕр пулăм- 5 çул ытла хупă тăнă фельдшерпа акушер пункчĕ çĕнĕ çуртра ĕçе пуçăнчĕ. Ăна ку чухнехи оборудованисемпе пуянлатнă. ФАП республика программипе килĕшỹллĕн çĕкленчĕ. Ăна чыслă лару-тăрура уçрĕç. Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов сăмах илсе ку чухнехи çакнашкал пункт республикăра 100 ялта уçма палăртнине, улттăшĕ пирĕн районта пулмаллине пĕлтерчĕ. Хирти Пикшикри куç умĕнче ĕнтĕ.

Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тĕп специалист-эксперчĕ Н. Григорьева асăннă проектăн тĕллевĕ çинче чарăнса тăчĕ, шурă халатлă ĕçченсене пациентсемпе яланах ăшă кăмăллă, тарават пулма, халăха сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарма сĕнчĕ. Район больницин тĕп врачĕ А. Емельяновпа ялти пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕ Р. Каштанов та савăнăçне пытараймарĕç: пирвайхи паха пулăшу памалли тата профилактика ĕçне тытса пымалли мĕн пур условисем пуррине çирĕплетрĕç. Ял халăхĕ ячĕпе ĕç тата спорт ветеранĕ Ф. Файзуллин сăмах илчĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ З. Алигберов вара республикăпа район ертỹçисене тав тунă май вырăнти халăх хастарлăхне те палăртрĕ. Хирти Пикшиксем тротуар сарма, сĕтел-пукан туянма, территорине тирпей-илем кĕртме чылай пулăшнă. Фельдшерпа акушер пунктĕнче 30 çул ĕçлекен Г. Бурнашева сăмахĕ те вырăнлă: "Ялти кашни çынна, çемьене, вĕсене мĕн канăçсăрлантарнине пĕлетĕп эпĕ. Ĕçрен тухас кăмăлăм та пурччĕ.

Çĕнĕ çуртра çамрăк фельдшера хамăн ăсталăха пама сĕнчĕç". Çĕнĕ çурт мечĕтпе юнашар вырнаçнă. Ĕненỹпе шанăç кирек хăш чире те çĕнтерме пулăшчăрах.

Объекта Çĕнĕ Шупашкарти "Росслайн" пĕрлешỹ тунă. Никĕсне çуркунне янă, 2 миллион тенке яхăн укçа тăкакланă. Унта фельдшерпа санитарка ĕçлĕç. Офис врачĕ вара ял халăхне графикпа килĕшỹллĕн йышăнать. Ял тăрăхне 5 ял кĕрет, 1168 çын пурăнать. Çав шутра 278 ача. Иртнĕ çул çут тĕнчене 19 пепке килнĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика