31 июля 2013 г.
НУМАЙ пулмасть Тури Тăрмăшра ял тăрăх депутачĕ Евгений Сергеев пуçарнипе ял масарне çỹп-çаппа хыт хураран тасатрĕç. Сăваплă ĕçе ял çыннисем чылайăшĕ кăмăлтан хутшăннă.
Çак кунсенче вара Хирти Пикшиксем нимене тухнă. Вĕсем пиртен уйрăлнă тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна мар, çывăх вăхăтра хута яма хатĕрленекен фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çурчĕн йĕри-таврашне бетонласа çирĕплетнĕ. Субботник усăллă та, кăмăллă та иртнĕ. Ун пек чухне юлашкинчен пĕрле техĕмлĕ чей ĕçме те кăмăллă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)