24 июля 2013 г.
"Пĕрле 55 çул пурăнса иртересси вăл - уй урлă каçасси мар. Пĕр-пĕрне юратни, хисеплени, ăнланни шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма пулăшса пырать", - теççĕ Еншикре пурăнакан Алексей Илларионовичпа Александра Федоровна Фуражниковсем.
Вĕсем хăйсен пĕтĕм ĕмĕчĕсене пурнăçланă: çурт-йĕр çĕкленĕ, йывăç-чечек (сахал мар) лартнă, пилĕк ачана çуратса тĕрĕс воспитани парса ура çине тăратнă. Фуражниковсем çемье çавăрнăранпа Питравра 55 çул çитрĕ. Çак ятпа ачисем, мăнукĕсем ватăсене уяв туса пачĕç, парнесем парнелерĕç, тав сăмахĕсем каларĕç.
Алексей Илларионович Еншикре 1932 çулта, Александра Федоровна кỹршĕ ялта Тикешре 1934 çулта çуралнă. "Пĕр шкулта вĕреннĕ, пĕрле вăййа тухнă, улах ларнă, ман тетепе пĕрле вĕреннĕ те ялан пирĕн пата пыратчĕ", - каласа парать Шура аппа. Кайран- вăрçă вăхăчĕсем, выçлăх, хуйхă килсе çитнĕ çак вырăнсене.
"Вăрçă пуçланнă чух эпĕ тăххăрта пулнă. 1942 çулта колхозра ĕçлеме тытăннă. Ака тунă вăкăрпа, ĕçре выртса пурăннă. Хирпе Йĕпреç çулĕ иртетчĕ, унта пусă пурччĕ. Пус çумĕнче хỹшĕ туса та выртса пурăннă. Ман çулхи ачасене сухалама, акма илсе кайнă. Йывăр пулнă та ĕнтĕ - чăтнă ",- куççуль витĕр калаçать Алексей пичче.
1958 çулта Питрав каç туй тусах пĕрлешнĕ Алексей Илларионовичпа Александра Федоровна.
Ăрăва тăсакансем халĕ пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Людмила Алексеевна - Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, Юрий Алексеевич- район прокурорĕ, юстици аслă советникĕ, Галина Алексеевна - медицина енĕпе Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлет, Зинаида Алексеевна- кооператор, Мускавра пурăнать, Владимир Алексеевич вара сертификаци центрĕн директорĕ, Шупашкарта вăй хурать. Вунă мăнук, ултă кĕçĕн мăнукĕ ватăсене савăнтарса пурăнаççĕ. Ырă кăмăллă та сăпайлă çынсен килĕнче яланах тирпейлĕ. Иккĕн çеç пурăнаççĕ пулин те улми-çырлине те çитĕнтереççĕ, нихăш ĕçрен те ỹркенмеççĕ. Эпир вара сывлăх, вăрăм кун-çул, телей сунатпăр.
Дина КУСТОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)