17 июля 2013 г.
Кашни ял хăйĕн маттур çыннисемпе мухтанать. Тикешре Нина Васильевна Степанована пултаруллă педагог тесе хаклаççĕ. Вăл 1945 çулта юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă пĕтнĕ хыççăн ул-ура çавăрса яма йывăр пулнă. Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Пĕр тăвансем пилĕк хĕр мĕн пĕчĕкренех туслă пурăнса ỹснĕ.
Вăтамми - Нина 1953 çулта 1-мĕш класа Тикеш шкулне кайнă. 1964 çулта 11 класс пĕтернĕ хыççăн Чăваш педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Кайран вара Еншикри 8 çул вĕренмелли шкулта вырăс чĕлхипе литература урокне ертсе пынă, чылай çул класс руководителĕ пулнă. Ачасем ăна питĕ юратнă. Мĕншĕн тесен, Нина Васильевна вĕсемшĕн амăшĕ пек шутланнă.
Пĕрле пуçтарăнса эпир уçă класс сехечĕсем хатĕрленĕ, политинформацисем, уявсем ирттернĕ, доклад çырнă, - каласа парать Нина Васильевна.
- Эсир миçе выпуск кăларнă, вĕсен хушшинче Сирĕн ĕçĕре малалла тăсакансем пур-и?
-Пурĕ çичĕ выпуск вĕрентсе кăлартăм. Федоров Сергей Георгиевич, Петрова Наталья Семеновна, Гаврилова Татьяна Александровна, Антонова Татьяна Витальевна, Сурнаева Татьяна Александровна педагог çулне суйласа илчĕç.
- Уявсенче саламлаççĕ ахăртнех.
-Саламлаççĕ, тĕл пулусене чĕнеççĕ, парнесем параççĕ. Нумай пулмасть кăна пĕрремĕш выпуск тем пысăкăш ỹкерчĕк парнелерĕ.
- Сирĕнпе пĕрле тата шкулта кам ĕçленĕ?
-Селиванова Мария Егоровна, Федоров Сергей Георгиевич, Селиванов Аркадий Сильвестрович.
Дина КУСТОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)